Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ÇĔнĔ йышши технологи

ТренккассиСЕне те ырлăх кỹмелле Хальхи вăхăтра пур Çĕрте те энерги перекетлекен технологи пирки калаÇаÇÇĕ. Ку вăл Çĕнĕ “мода” мар. ПурнăÇ хăй кашни пуса шутлама вĕрентет. Тренккассинче Çĕклеме пуÇланă энергокомплекс та хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан обьект пулмалла. Асăннă ялта хваттерсенче пурăнакансем, 624 ача вĕренмелĕх шкул тата 280 ача Çỹремелĕх шкул Çулне Çитменнисен учрежденийĕ, Çавăн пекех администраципе йăла Çурчĕсем вырăнти чăх-чĕп фабрикин - “Чăваш бройлерĕ” акционерсен уÇă обществин - котельнăйĕ паракан ăшăпа ырлăх кураÇÇĕ. Анчах котельнăйпа Çĕнĕ Трнекккасси хушши - 2 километр тăршшĕ. Çавăн чул инÇĕшне Çитиччен ăшă нумай Çухалать. Халĕ Çĕкленекен мини-ТЭЦ топливăпа энерги ресурсĕсене (кунта газ та, ăшă та, электроэнерги те кĕрет) перекетлеме май парĕ. Çĕнĕрен тăвакан энергокомплексра нимĕÇсен “Виссман” фирми кăларакан икĕ хуран тата Санкт-Петербургри “Звезда” фирмăн газпа поршень установкине вырнаÇтараÇÇĕ. ăшăпа хурансем тивĕÇтерĕÇ, газпа поршень агрегачĕ Çĕнĕ Тутаркассине ăшă шыв тата Çутă парса тăрĕ, электроэнерги ют потребительсем патне те Çитĕ. Мини - ТЭЦ туни ăшă Çухатăвне пĕчĕклетнипе пĕрлех ăшă энергийĕ валли Çут Çанталăк газĕ Çунтарассине те самай пĕчĕклетĕ, “Чăваш бройлерĕ” акционерсен уÇă обществинчен ăшă илме пĕр гекакалори хакĕ 232 тенкĕ пулсан Çĕнĕ обьекта хута ярсан 137 тенкĕ тăкакланĕ, электроэнерги “Чăвашэнергăран” илсе тăнипе танлаштарсан пĕр киловатт-сехетшĕн 26 пус йỹнĕрех ларĕ. “Çурт-йĕрпе коммуналлă хуÇалăх” пĕрлехи заказчик дирекцийĕн пуÇлăхĕ Л.В.Сявась каланă тăрăх, Çĕнĕ энергокомплекс декабрь уйăхĕнче ĕÇлесе каймалла.


29 октября 2003
00:00
Поделиться