Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Н&#7929хреп тулли юр-вар пулсан сав&#259нма та аван

Нỹхреп тулли юр-вар. Çакăн пек йĕркесем пурччĕ “Приволжское” вĕренỹ хуÇалăхĕнче агропромышленность комплексĕнче ĕÇлекенсен кунне халалласа шăмат кун ирттернĕ пухура Валерий Дмитриев шăрантарнă юрăсенчен пĕринче. Чăнах та, нỹхреп тулли юр-вар чухне пуÇтарăнчĕÇ Кăрмăшсем. Уявах тесе калас килет, мĕншĕн тесен хут Çинчен пуÇ Çĕклемесĕр темччен доклад тăвакан пулмарĕ унта, эстрада артисчĕсем те савăнăÇлă пухăва илемлетрĕÇ ÇеÇ. Çăмăл мар лару-тăрура паян чылай ял хуÇалăх предприятийĕ. Йĕпе Çине сапа тенĕ евĕр, кăÇал Çанталăкĕ те хресчене ура хума хăтланчĕ. Çук, такăнмарĕÇ хăшĕсем. Шăпах Çавсен ретĕнче ĕнтĕ Кăрмăшсем. АПКра ĕÇлекенсен кунне халалланă пухăва (сăмах май, юлашки вăхăтра чылай Çĕрте ăна ирттерме те пăрахрĕÇ) вĕсем савăк кăмăлпа пуÇтарăнчĕÇ. Ара, уй-хире пушатнă, Çĕр проценчĕпех кĕрхи Çĕртме сухи туса хăварнă... Пухура хуÇалăхăн 9 уйăхри кăтартăвне пĕтĕмлетсе сăмах каланă хуÇалăх директорĕ Г.И. Егоров предприятин экономикине аталантарассишĕн тăрăшакансене пурне те ырăпа асăнчĕ. Кулленхи ĕÇре пулăшса пынишĕн Чăваш патшалăх ял хуÇалăх академийĕн ректорне Н.К. Кириллова, район администрацийĕн пуÇлăхне А.П.Князева тав турĕ. Республика Президенчĕ Н.В.Федоров тата ЧР Ял хуÇалăх министрĕ М.В.Игнатьев пулăшнипе РаÇÇей бюджетĕнчен 4 миллион тенке яхăн тавăрса памалла мар укÇа илнине палăртрĕ Георгий Иванович. Мĕнлерех кăтартупа хĕле кĕреÇÇĕ-ха Кăрмăшсем? Выльăх апачĕ Çителĕклĕ хатĕрленĕ. 770 тонна утă, 6640 тонна симĕс апат, 1870 тонна выльăх кăшманĕ, Çавăн пекех кирлĕ чухлĕ улăм янтăланă. Ку ĕÇре кăÇал хăйне евĕр рекорд тунă тесен те йăнăш мар пулĕ: талăкра унта 500 тонна ытла сенаж хатĕрлеме пултарнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрÇа йышши культурăсене 22,5 центнер илнĕ. Çухату ытларах урпапа тỹснĕ. Шупашкарти элеватора хуÇалăх 280 тоннăна яхăн Çурхи тулă ăсатнă, пахалăхĕ лайăххине кура вăл пĕр миллион тенке ларнă. ỹсен-тăран продукцине тăхăр уйăхра 2190 пин тенкĕлĕх сутса 1180 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Вĕрентỹ хуÇалăхĕ производствăна аталантарма тăрăшать. Хăй еккипе ÇеÇ мар. Çĕнĕ технологисене пурнăÇа кĕртет, Çĕнĕ йышши техника туянать. Йỹнни йỹнеÇтерет, хакли хакне кăларать тенине те кунта асра тытаÇÇĕ. Акă выльăх апачĕ хатĕрлекен комплекса 2,3 миллион тенкĕлĕх туяннă. Вăрлăх йỹнĕ маррине те пĕлетпĕр. Кăшман вăрлăхĕпе ÇеÇ маларах Çулсерен Çĕршер пин тенкĕ тăкакланă пулсан, халĕ ăна хăйсем патĕнчех туса илме пуÇланă. Кăрмăшсен хирĕнче вăрман евĕр хытхура кашласа ларнине кураймастăн. Çакă гербицидпа пĕлсе ĕÇленинчен килнине ăнланнă ĕнтĕ. КăÇал 310 пин тенкĕлĕх туяннă. Çак тăкак, сăмах май, ытти Çулхисенчен сахалтарах. Мĕншĕн тесен юлашки Çулсенче уйсем палăрмаллах тасалнă.


29 октября 2003
00:00
Поделиться