08:34 Пĕлÿ кунĕпе Хаклă шкул ачисем тата вĕрентекенсем!
Сире пурне те Пĕлÿ кунĕпе чĕререн саламлатăп. Çак уяв çĕр çинчи кашни çыншăн паха. Вăл пурнăçри пысăк пулăм, манăçми самант: ылтăн кĕркунне илемĕпе, илĕртÿллĕ шăнкăрав сассипе паян пин-пин çамрăк ăру пĕрремĕш хут Пĕлÿ тĕнчин алăкне уçĕ, партта хушшине ларĕ. Вĕрентекенсен ăшă куçĕсем, ырă кăмăлĕсем вĕренекенсен чĕринче хĕлхем çутса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме, тавракурăмне аталантарма тата пуян та тарăн пĕлÿ илме пулăшĕ.
Çавăнпа та эпир – аслă ăру та, уйрăмах паянхи кун хамăра пĕлÿлĕх тĕнчине илсе кĕнĕ пĕрремĕш Вĕрентекене чĕререн тав тăватпăр. Унăн ĕçĕ хисепрен нихăçан та тухмĕ.
Çамрăк ăрăва вĕрентес тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансем сахал мар пирĕн районта. Вĕсем пуриншĕн те ырă тĕслĕх.
Ырă ĕçсемшĕн сирĕн умăрта пуçа таятăп.
Çамрăксен пуласлăхĕ вĕрентекенсенчен нумай килет. Района, республикăна пур енчен те пултаруллă та хастар, çирĕп сывлăхлă яш-кĕрĕм, тарăн пĕлÿллĕ, çирĕп ăс-тăнлă специалистсем кирлĕ.
Малашне те кулленхи ĕçре вĕрентекенсем тăрăшса ĕçлессе шанатăп.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ хавхаланупа кĕтсе илме çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп.
Анатолий Князев. Шупашкар районĕн пуçлăхĕ.