Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ÇĔР УЛМИ МАЛАШЛĂХСĂР МАР21.02.2009

Иккĕмĕш çăкăр тесе хаклакан çĕр улмипе юлашки вăхăтра районти хуçалăхсем ытлашши çине тăмаççĕ. Асăннă культурăпа ÿлĕмрен Чăваш Енре лайăхрах ĕçлеме пуçламалла. Кун пек тĕллеве республика аграрийĕсем умне Николай Федоров Президент лартрĕ. Çулталăкра пĕр миллион тоннăран кая мар çĕр улми туса илмелле.

Февралĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарта «Çĕр улми - 2009» отрасльти курав иртрĕ. Ăна Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă. Çав вăхăтра Чăваш ял хуçалăх академийĕнче «Çĕр улми туса илессин инновацилле аталанăвĕн малашлăхĕ» ятпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ ĕçлерĕ.

Курава уçма республика ертÿçи Николай Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. «Çĕр улмие юратса ÿстернине куртăмăр, - тесе хакланă экспозицисемпе паллашнă хыççăн Николай Федоров Президент. - Çакăнта мĕн пурри тепĕр çулталăк-çулталăк çурăран республикăра пулĕ».

Курава Раççейĕн 14 регионĕпе 5 ют çĕршыв килсе çитнĕ. Çав шутра пирĕн район та, ăна район ертÿçи Анатолий Князев ертсе пынă, хутшăннă. Çĕр улмипе ĕçлекенсен куравне «Туруновский» кооператив «Импала», «Невский», «Удача», «Наяда», «Розалия» сортсене тăратнă.

Курава пынисем çĕр улми туса илессин хальхи технологийĕсемпе, селекцири çĕнĕлĕхсемпе техникăпа тата оборудованипе паллашнă, килĕштерсе ĕçлессине сÿтсе явнă.

В.ЭВЕРККИ.



"Тăван ен"
26 февраля 2009
16:12
Поделиться
;