Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

АЛЛА ЧЕРККЕ ТЫТИЧЧЕН...04.02.2009

Эрех-сăрана шутсăр юратаканшăн хаяр шĕвек пĕрмай киленĕç пулĕ те, анчах нумай чухне пысăк инкек патне илсе çитерет вăл.

ĔÇКĔÇСЕНЕ – УЧЕТА

Районти наркологи кабинетĕнче 1819 çын учетра тăрать. Тĕлĕнсе каймалла, питĕ нумай пек туйăнать мана. «Ĕçкĕ çынна ырă тумасть. Темшĕн çакна манса каятпăр. Наркăмăшланичченех эрех ĕçекенсем пур. Унашкал тĕслĕх иртнĕ çул 100 регистрацилерĕмĕр. Шел, пĕрин пурнăçне çăлса хăварма май килмерĕ», - терĕç районти тĕп больницăран. Ĕçме шут тытсан эрехĕ лайăх-и, начар-и - ниме те пăхмаççĕ, суррогат та ĕçеççĕ. Иртнĕ çул унпа наркăмăшланнă 78 çын патне васкавлă пулăшу машини яма тивнĕ.

ВУТ-КĂВАР КАÇАРМАСТЬ

Патшалăхăн пушар надзорĕн районти уйрăмĕн инспекторĕсем каланă тăрăх, эрех-сăра нумай ĕçсен вут-кăвар та алхасма пултарать. «Ăша «симĕс çĕленпе» тултарсан ÿсĕрсен тимлĕх çухалать. Пушар çакна çеç кĕтсе тăрать. Иртнĕ çул вут-кăварта 11 ÿсĕр пурнăçĕ татăлчĕ, тепĕр 4-шĕ сусăрланчĕ, - терĕ А.Л.Павлов дознаватель. - Вилнисенчен чи асли – 78, чи çамрăкки 34 çулта. Иртнĕ çул алхаснă 28 пушар алкогольпе çыхăннă, ÿсĕрсен айăпĕпе - 13 тĕслĕх».

РУЛЬ УМНЕ ŸСĔРЛЕ ЛАРСАН...

«Эрехпе аташни инкек патне илсе çитерет тесе пĕрмай асăрхаттаратпăр, саккуна пăсса алкоголь продукцийĕ тăвакансем, сутакансем тĕлĕшпе саккунсене те çирĕплетрĕç, апла пулин те кун пек тĕслĕхсем чылай.

Акă, кăçал Етĕрнекассинчи Н.А.Изыков ÿсĕрле ВАЗ-2199 машинăпа хирĕç килекен çул çине тухса каять, Вăрнарти А.И.Павлов тытса пынă ВАЗ-21101 автомобиле пырса тăрăнтарать. Ку аварире айăпли мар, айăпсăрри, Павлов, суранланать», - аса илчĕ патшалăхăн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.И.Поляков.

Çапла, ÿсĕр водитель хăй çеç шар курмасть, ыттисене те инкек кăтартать. Юрий иванович тепĕр самант çинче те чарăнса тăчĕ. Çулталăк пуçланчĕ çеç, руль умне ÿсĕрле ларнă 5 водителе тытса чарнă та. Çак тĕслĕхсемпе пуçарнă уголовнăй ĕçсене суда çитернĕ ĕнтĕ. «Хура» списока лекнĕ водительсен прависене çулталăк çурăран пуçласа икĕ çула таранах туртса илме пултараççĕ.

Ĕçкĕ мыскари нумай, чылай чухне хурлăх кÿрет. Çавăнпа та алла черкке тытиччен шухăшласчĕ, хисеплĕ водительсем.

А.СУСМЕТ.



"Тăван ен"
26 февраля 2009
15:22
Поделиться