МĔНЛЕ ХИТРЕ ЧĂВАШ ТĔРРИ11.02.2009
Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музей Чăваш Ен тулашĕнчен килекен хăнасене час-час йышăнать. Тунти кун кунта район пуçлăхĕпе А.П.Князевпа Кабарда-Балкарири экономика министрĕн çумĕ А.А.Дышеков пулчĕç.
Пысăк хăна районăн аваллăх арчипе паллашма курав залĕнчен пуçларĕ. Астраханцев ÿкерчĕкĕсемпе киленнĕ хыççăн футбол командин фото ÿкерчĕкĕ патĕнче чарăнса тăчĕ. «80-мĕш çулсенче чăвашсен футбол команди вăйлăччĕ. Эпĕ пĕлетĕп, сирĕн пуçлăхсем чĕнсе илнипе пирĕн ентеш те футбол командинче пĕр вăхăт тăчĕ. Çапла, пирĕн туслă çыхăнусем тахçантанпах пыраççĕ», - терĕ Аслан Александрович. Пур залра та пулса курнă хыççăн министр çумĕ краеведени залĕ пуринчен те ытларах тыткăнланине палăртрĕ: «Чăваш тĕрринчен тĕлĕнме пăрахмастăп. Сирĕн кĕпесем тĕрĕсемпе питĕ пуян та хитре. Тĕрлес тесен мĕн чухлĕ чăтăмлăх тата ăсталăх кирлĕ». Апаш культури пирĕн патран тухнине, Н.Я.Бичурин ентеш иккенне пĕлсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. «Сирĕн музей пуянран та пуян. Анатолий Пантелеймонович мана кунта илсе килсе кăтартнăшăн пĕрре те кулянмастăп. Сирĕн район, республика çинчен мĕн чухлĕ çĕнни пĕлтĕм. Чăвашсем ĕçчен, тирпейлĕ çынсем иккенне курса ĕнентĕм. Сирĕнпе эпир тачă çыхăну тытма пуçласшăн. Хамăр патăмăртан килекен делегацисене пурне те сирĕн музее кĕрсе курма сĕнĕп», - музейпе сывпуллашас умĕн хăна çакна палăртсах каларĕ.
Çыхăну, чăн та, çирĕпленме пуçламалла. Министр çумĕ пирĕн района ахальтен килмен иккен - суту-илÿпе экономика хутшăнăвĕсене пĕрлештересшĕн. Анатолий Пантелеймонович пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районтан Кабарда-Балкарине çĕр улми каймалла.
А.СУСМЕТ.