Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

МУЗЕЙ ВĂЛ - РАЙОН СĂН-ПИЧĔ14.02.2009

2009 çул - Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Çавна май пур шайри бюджетсен те ял хуçалăх предприятийĕсене, ялсене аталантарма майсем ытларах туса парсан тем пекехчĕ. Этем ĕçлесшĕн, пурăнасшăн, уявсенче савăнасшăн. Çуркунне, ака-суха вĕçлесен, çуллен район халăхĕ Кÿкеçре пухăнать, Акатуй ирттерет. Пурне те килĕшет вăл. Анчах ăна кашни çулах чĕрĕрех ирттермелле. Çакна палăртрĕ район пуçлăхĕ А.П.Князев февралĕн 11-мĕшĕнче «Бичурин тата паянхи самана» музейре ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ «çавра сĕтел» хушшинчи калаçура.

«Район Акатуйĕ иртекен уçланкăри сцена тăррине витмелле кăçал, апатланакансене алă çума вĕри шыв та пултăр», - терĕ вăл. Чăн та, тĕрĕсех калать пуçлăх: культура шайĕ Европăринчи пекех пулма кирлĕ.

Музейĕн туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Э.К.Бахмисов 2009 çулта район Акатуйне Çĕр ĕçченĕн кунне халаллама сĕнет, кашни ял тăрăхĕн унта ял хуçалăх предприятийĕсемпе ĕçче-нĕсене кăтартмалла пулать. Район администрацийĕн управленийĕн капиталлă строительствăпа çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пуçлăхĕ В.М.Сидоров тĕрĕс асăрхаттарчĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене: Акатуйра вырăнти халăх юрри-ташшине кăтартма тăрăшмалла, республикăри паллă ансамбльсен репертуарне кăтартса тăмалла мар. Хăнасемшĕн, туристсемшĕн район халăхĕ хамăр культурăпа хаклă. Социаллă аталану пайĕн ертÿçи М.Я.Павлова сĕнĕвĕ те вырăнлă: кăçал çĕр ĕçченĕсен династийĕсен конкурсне йĕркелемелле.

Район Апаш ял тăрăхĕнчи çăл куçсене илем кĕртсе ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Çавсене ытти ял тăрăхĕсенче те йĕркене кĕртмелле: хăна килсен кăмăллăн кайтăр. Э.К. Бахмисов пĕлтернĕ тăрăх, И.Бичурин çуралнă Типнерти асăну чулĕ çу-мĕнчех çÿп-çап пăрахаççĕ.

В.М.Сидоров тепĕр ыйтăва хускатрĕ: чылай ял урамĕсенчи шыв колонкисене пăхса тăмаççĕ: тăрри çук, карта тытман, илемлетмен... Хăш-пĕрне пăхма намăс. Пурне те йĕркене кĕртмелле.

Вăрттăнлăх çук: района хăна е туристсем килсен чылай чухне «Бичурин тата паянхи самана» музее илсе каяççĕ. Район сăн-сăпатне, историне кăтартакан вырăн вăл, çавăнпа район администрацийĕ ăна малалла аталантарма тĕллев лартни паянхи пурнăç ыйтнипе килĕшсе тăрать. Кăçал унта чăваш картишне туса пĕтерме тĕллев лартнă, чăваш пурнăçне кăтартакан ĕç хатĕрĕсем, çи-пуç, сĕтел-пукан, ытти япала пухса çитермелле. Район администрацийĕ вĕсене пуçтарма ял администраци-йĕсенчен ыйтать. Кĕркунне, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунне уявланă чухне вара, музей картишĕнче кашни ял тăрăхнех вырăнти предприятисемпе ăстасене, ĕç хатĕрĕсене кăтартма май туса парĕ.

Ю.МИХАЙЛОВ.



"Тăван ен"
26 февраля 2009
15:49
Поделиться
;