ПĔЧĔК БИЗНЕСĂН ПĔЧĔК МАР УТĂМĔ04.02.2009
Самана улшăнса кайнă çулсенче районти хăш-пĕр предприяти йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ. Унтан пĕрисем кăткăслăха чăтса ирттерсе йĕркеллех тухайрĕç пулсан, теприсем юхăнсах кайрĕç. Çак шăпана Çĕнĕ Тутаркассинчи «ПМК-36» предприяти те чăтса ирттернĕ. «Виçĕ çул çурă каялла кунта база кăначчĕ», - аса илет унта никĕсленнĕ «Тракторсен тата çул-йĕр строительствин машинисен Атăлçи центрĕ» общество гендиректорĕ С.А.Анучин. Предприятире иртнĕ уйăхăн 28-мĕшĕнче район пуçлăхĕпе А.П.Князевпа пулнăччĕ.
Чăн та, пысăк улшăнусем пулса иртнĕ кунта: производство цехĕсене юсаса çĕнетнĕ, рабочисем валли ĕç условийĕсем аван туса панă, ĕç-пуç вĕресе кăна тăрать темелле. Çак базăра паян тăватă общество вырнаçнă, вĕсем центр подразделени-йĕсем шутланаççĕ. Йывăр тракторсем валли саппас пайсем хатĕрлеççĕ, ял хуçалăхĕнче усă куракан тракторсене тата çул-йĕр строительствин машинисене юсаççĕ. Эпир унта пулнă чух «Атлашевский» кооперативăн тракторĕ юсавраччĕ. Саппас пайсем Магадан, Иркутск таранах каяççĕ иккен. Тепĕр производство - йывăçран тĕрлĕ япала ăсталасси. «Экохаус» общество дачăсемпе çуртсем валли сак, сĕтел-пукан тата ыттине тăвать. Пура та туянма пулать. Йывăç продукци республика тулашне те аван ăсанать.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.А.Елимов тикĕс ĕçлекен бизнес предприятийĕ хăйĕн территори-йĕнче пурришĕн савăнать. «Пирĕн хыснана налук пырать, çынсем валли ĕç вырăнĕ пур», - тет. Чăн та, Çĕнĕ Тутаркасси енчен ирхине çынсем, тапăрпа тенĕ пек, «Тракторсен тата çул-йĕр строительствин машинисен Атăлçи центрĕ» общество еннелле утаççĕ. Кунсăр пуçне кунта рабочисене Шупашкартан автобуспа турттараççĕ. Пĕтĕмпе 140-е яхăн çын ĕç вырăнĕ тупнă.
Маларах ĕç условийĕ пирки асăнтăм. Цехсенче салтăнса тăхăнмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсем пур. Предприятин – хăйĕн столовăй. Сăмах май, кăнтăрла иртсен унта иртен-çÿрен кĕрсе апатланма пултарать. Питĕ илемлĕ. Тутаркассисем банкетсем те ирттереççĕ иккен. Столовăйĕнчи сĕтел-пукан - предприяти кăлараканни. Рабочисем кăнтăрлахи апатшăн 10-шар тенкĕ çеç тÿлеççĕ. Ĕç укçи вăтамран уйăхне вунă пин тенкĕрен кая мар.
Пĕчĕк бизнес районта аталаннине кăтартакан пĕр тĕслĕх кăна ку. Вăл тĕрлĕ енлĕн пулса пырать. Çав шутра - суту-илÿре те, обществăлла апатланура та, йăла пулăшăвĕ парас енĕпе те. Иртнĕ çул çеç ваккăн сутакан тăхăр суту-илÿ точки уçнă, обществăлла апатлану предприятийĕсем - тăваттă. пĕчĕк бизнес яллă вырăнта та тĕлĕрмест. Çирĕплетме Мошкассинчи ?Çĕньял ял тăрăхĕ% «Заимка» обществăна асăнмалла: ялта туризма аталантарассишĕн тăрăшать. Çатракассинче «Мотель-М7» ятпа хăна çурчĕ, Ишекре автотранспорт диагностикипе сервис предприятийĕ уçнă...
Пĕчĕк бизнеса аталантарма патшалăх пулăшса пырать. Кредит илсен процент ставкин пĕр пайне республика бюджечĕ субсидилет. Пĕлтĕр çав çăмăллăхпа «Ленкост», «Штурман и К», «Зодчий Центр», «Шупашкарти мамăк фабрики» обществăсем, А.А.Андреев уйрăм предприниматель усă курнă. Пĕчĕк предпринимательствăна район грантне те параççĕ. Ятарлă çав конкурса икĕ предприяти хутшăннă, «Лит» завод çĕнтернĕ.
В.ЭВЕРККИ.

"Тăван ен"