Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ПРОФИЛАКТИКА - КУЛЛЕНХИ ĔÇ04.02.2009

Январĕн 28-мĕшĕнче районти право йĕркине сыхлакан органсен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. «Шупашкар районĕнче право йĕркине пăсакансене 2006-2008 çулсенче комплекслă профилактика тăвасси» программа мĕнле пурнăçланни çинчен район прокурорĕн çумĕ А.П.Иванов доклад туса пачĕ.

ĔÇКЕ ХИРĔÇ

Иртнĕ çулсенче район администрацийĕ ертсе пынипе право йĕркине сыхлакансем, ял тăрă-хĕсен администрацийĕсем преступленисене профилактика тăвассишĕн ĕçсем чылай туса ирттернĕ. Вĕсене ăнăçлă пурнăçлама информацин йышлă хатĕрĕсене, общественноçа хутшăнтарнă. Саккуна пăсса алкоголь продукцийĕ тăвакансене, сутакансене тата пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçаракансене хирĕç çивĕч кĕрешнĕ тесе палăртрĕ докладчик. Çак статьяпа 2006 çулта суда - 48, 2007 çулта 47 уголовнăй ĕç çитернĕ, пуринпе те айăпланă. Уйрăмах Лапсарпа Çĕньял ял администрацийĕсем пуçарулăх кăтартаççĕ.

ДРУЖИННИКСЕМ

Чылай ял тăрăхĕнче пур вĕсем. Çĕнĕ Тутаркассинчине Л.М.Андреева ертсе пырать. Право йĕркине сыхлас ĕçе хастар хутшăннăшăн Людмила Матвеевнана район пуçлăхĕ А.П.Князев Тав хучĕпе наградăланă. Ăна сцена çинче район пуçлăхĕн çумĕ В.Н.Мустаев пачĕ. Вăлах профилактика субъекчĕсем 2009-2012 çулсенче право йĕркине пăсакансене профилактика тăвас тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕллевлĕ программа çинче чарăнса тăчĕ. Район администрацийĕ çумĕнче преступленисене профилактика тăвакан канаш ĕçлет, ун пекки кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнчех.

УЧЕТА ИЛЕÇÇĔ

Районти шалти ĕçсен пайĕ ?ШĔП% иртнĕ çул профилактика мĕнлерех тунипе обществăри хăрушсăрлăх милицийĕн службин ертÿçи В.С.Никитин паллаштарчĕ. Уйрăммăн илсен, тĕрмерен ларса тухнă çынсене пай учета илет, милици сотрудникĕсем вĕсемпе тĕл пулса калаçаççĕ. Прокуратура пуçарнипе, сăмахран, районти модельлĕ клубра малтан судпа явап тытнă çынсене пухнă. Çакăн усси куç умĕнче.

ВИДЕОКАМЕРА

ŸКЕРЕТ

Канашлăва хутшăннисем Ишлей ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Я.В.Кушев сăмахĕнчен ырă тĕслĕх пĕлчĕç. Ишлейре видеокамерăсем вырнаçтарнă, пĕрремĕшĕ ял администрацийĕ çумĕнче лартнă автомашинăсен капочĕсене такам уçса чакаланине, иккĕмĕшĕ яла урăх çĕртен килнĕ çын «Волга» автомашинăна троспа кăкарса кайнине ÿкерсе илнĕ. Милицие кассетăсем чухах пулнă.

ÇĔННИ ТЕ КИРЛĔ

Профилактика тăвас ĕçре ырă тĕслĕхсем чылай, анчах район прокурорĕ А.Д.Моисеев тата ра-йонти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ В.А.Михайлов çак енĕпе ял тăрăхĕсенче ĕçлесе çитерейменнине пытармарĕç, 2009 çулта ĕçре çĕнĕ меслетсемпе те усă курма сĕнчĕç. Лару кăçал право йĕркине сыхлакан органсен вырăнти влаçпа, общественноçпа пĕрле ĕçлесе профилактика тумалли мероприятисене палăртрĕ. Вăл ШĔП сотрудникĕсен пĕр ушкăнне Хисеп хучĕсем панипе вĕçленчĕ.

Ю.МИХАЙЛОВ.



"Тăван ен"
26 февраля 2009
15:32
Поделиться
;