Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

«ТУРĂ ПАНĂ ÇЫН»25.02.2009

А.Н.Николаев 60 çула çитрĕ пулин те, çăл куç пек тапса тăракан вăй-халĕпе, ĕçри пултарулăхĕпе тепĕр яшран ирттерет. Ун çине пăхсан чăваш юманĕ аса килет. Çут çанталăкăн тĕрлĕ синкерне тÿссе пиçĕхнĕ çав йывăç пекех Андрей Николаевичăн характерĕ те хура-шурпа çирĕпленнĕ.

Ултă çултанах алли ĕç çумне çыпçăннă. Чухăн хресчене ĕçченлĕх çеç выçлăхран çăлма пултарнă вăл вăхăтра. Сархурăнти Милидовсен кил-йышĕнчи Ан-дрей аслă ывăл тивĕçĕпе кĕçĕннисене ура çине тăратма пулăшнă. Ачаранах çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ. Хулана çулла сĕт, хĕлле çĕр улми сутма çÿренĕ. Ачалăхĕ вăйă-кулăра мар, ĕçре иртнĕ ял ачин: утта кайнă, тырă вырнă, чăпта çапнă, лашапа суха тунă... Вĕренÿре те ĕлкĕрсе пынă.

Нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçа усман çамрăк тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулса çитĕннĕ. "Салтака кайма повестка илсен савăннипе сарайĕнче пĕр сехет ташларăм," - каласа парать А.Николаев. Çартан таврăнсан Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Кăнтăрла вĕренет, каçхине ĕçлет. Пĕрремĕш курс пĕтерсен ăна кунти лабораторие куçараççĕ. Аслă пĕлÿ илсен 19-мĕш училищĕре директор çумĕн пуканĕ ăна валли хатĕр пулнă. Институтри пĕлĕшĕпе ăнсăртран тĕл пулни карьерăри çул-йĕре тĕпренех улăштарать. Республикăри пушар хуралĕн управленийĕнче аслă инженер должноçне вырнаçать. Николаевсен çамрăк çемйине пурăнмалли кĕтес параççĕ. Ÿрĕк, ăслă, таса чунлă чăваш ачи часах ĕç майне хăнăхса пырать. Службăна вырнаçсан пĕр уйăхранах паттăрлăхпа палăрнăшăн хисепе тивĕçет. Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи йывăç сарайсем çуннă çĕре инкек сăлтавне тĕпчеме В.М.Белов наставникĕпе çитеççĕ. Пушар лаптăкне чавнă чух ун кĕреçи айне Ф-1 мина лекет. Çакăншăн ăна "Альпинист" радиоприемникпе наградăлаççĕ. Пушар хуралĕнче тăрăшса вăл хаклă парнене, Тав хучĕсемпе ытти наградăна сахал мар тивĕçнĕ. Хăйĕн пĕлĕвне анлăлатас тĕллевпе тĕрлĕ вĕренÿ заведени-йĕнче вĕренет.

Йывăр туртакан лашана тата ытларах тиеме тăрăшаççĕ. Андрей Николаевича та кирек епле лава туртма вăй-хал çирĕплĕхĕ пулăшать. Афганистан вăрçи пуçлансан унта яма ыйтса рапорт çырать вăл. Министерствăна чĕнсе ăна çапла хурав параççĕ: "Шупашкар районĕнче тепĕр Афганистан пур. Пушар чаçне ертсе пымалла пулать, сирĕн çинчех çĕнĕ депо, унтах ĕçченсем валли пурăнмалли пÿлĕмсем тăвасси пулĕ".

1984 çулта май уйăхĕнчен А.Николаевшăн пирĕн районти хĕрÿ кунсем пуçланаççĕ. Вырăнти хуçалăхсенче пушар хуралĕ йĕркелес, пурлăхпа техника базине пуянлатас тĕллевсем тăнă унăн умĕнче. Районта пушар чаçĕн çĕнĕ деповне тума вырăн тупассине, проект хатĕрлессине татса панă. Мастерĕ те, прорабĕ те - хăех. "Çĕрле рейда тухса кайнă пулсан, ир валли ун çинчен редакцире материал выртнă", - каласа парать пушар хуралĕн ветеранĕ. Вут-çулăмпа кĕрешмелли тепĕр витĕмлĕ мел - çивĕч сăмах - пулнă унăн хĕç-пăшалĕ. Райкомăн пĕрремĕш секретарĕ Г.В.Романов ăна турă панă çын тесе хисепе хунă. Районти партипе хуçалăх активĕн пухăвĕнче яланах сăмах калаттарнă.

Андрей Николаевич вун тăватă çул, тивĕçлĕ канăва тухиччен, ертсе пынă районти пушар хуралĕн чаçне.

1998 çултанпа А.Н.Николаев уйрăм çын патĕнче ертсе пыракан должноçсенче вăй хурать. Халĕ "РыбаLOVE" предприятире тĕп инженерта тăрăшать. Иртнĕ çулталăк вĕçĕнче Андрей Николаевич 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те килте алă усса ларма шутламасть-ха.

А.ИЗМАН.



"Тăван ен"
26 февраля 2009
16:21
Поделиться
;