Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ВАТТИ-ВĔТТИ - ПУРТЕ СТАРТРА18.02.2009

Вырсарни кун Кÿкеçри стадион ирхине 9 сехетрен пуçласа каçхи 4 сехетченех çын сассинчен татăлмарĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» хăй тавра нумай çынна пухрĕ. Ватти-вĕтти - пурте йĕлтĕр сырса старта тăчĕç. Ара, çак кун район пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессипе 10-мĕш чупу та иртрĕ.

Ветерансем хальхинче пĕлтĕрхинчен те активлăрах пулни палăрчĕ. Тăнлавсем кăвакарнă асатте-асаннесем те алла йĕлтĕр тытнине курсан чун хăпартланать. Арçынсем хушшинче 60 çултан аслăраххисенчен Çĕньялти П.Николаев, 50-59 çулхисенчен Çатракассинчи А.Шихматов, 40-49 çулхисенчен Кÿкеçри А.Федотов призлă вырăнсене пайларĕç. Этемлĕхĕн чи илемлĕ çуррисем 2 километр парăнтарчĕç. 50 çул тата аслăраххисенчен Тутаркассинчи Л.Федорова, 40-49 çулхисенчен Çатракассинчи А.Северова палăрчĕç.

Район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем хушшинче Янăшри И.Грачев, кунтанах Т.Дмитриева малтан финиша çитрĕç. Кунта çакна та палăртса хăвармалла - 17 ял тăрăхĕнчен 6-шĕ çеç спортсменсене старта тăратрĕç. Вĕрентÿ тата капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕсен сотрудникĕсем кашни çулах йĕлтĕрпе старта тăраççĕ, çав вăхăтрах район администрацийĕн ытти управленийĕсемпе уйрăмĕсенчен спортсменсем курăнмаççĕ.

Кăçал çемье командисем те эстафета чупрĕç. Янăшри Дмитриевсем финиша пĕрремĕш çитсе çĕнтерÿ пьедесталĕ çине тăчĕç. Çĕньялти Гавриловсем - иккĕмĕш. Тĕп шкулсенчен Çатра-Лапсарсем, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчен Анат-Кĕнерсем палăрчĕç. Предприяти-организацисем иртнĕ çул 6 команда çеç пулнăччĕ, хальхинче вара 16-ăн старта тăчĕç. Янăшри учительсен команди 1-мĕш вырăна никама та памарĕ. Тĕп командăсем хушшинче те Янăшри ял тăрăхĕ палăрчĕ.

Йĕлтĕр сырнисенчен чи кĕçĕнни Çĕньялти Илья Гаврилов пулчĕ. Çак кун темччен унăн асĕнче юлĕ - спортсменсене саламлама хутшăннă район пуçлăхĕ А.Князев тата район прокурорĕ А.Моисеев хăйсем алă тытса ăна парне пачĕç. Çак кун ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев та стадионта пулчĕ, трассăна йĕлтĕр çине тăрсах тĕрĕслерĕ. «Единая Россия» парти членĕсем те активлă пулчĕç.

А.СУСМЕТ.



"Тăван ен"
26 февраля 2009
16:09
Поделиться
;