Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ хĕрÿ иртрĕ

Январĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн 2009 çулхи ĕç-пĕтĕмлетрĕç.Унта Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В. Яковлев, район пуçлăхĕ А. Князев, район прокурорĕ А. Моисеев тата ыттисем хутшăнчĕç. Январь-декабрь уйăхĕсенче Шупашкар район территорийĕнче 951 преступлени регистрациленĕ. 2008 çулхи кăтартупа танлаштарсан ― 21,1 процент сахалтарах. Анчах та преступленисене уçса парасси малтанхи çулпа танлаштарсан япăхланнă: 74,1 процентран 65,3 процента чакнă. Пуçлăхсем çак çитменлĕхсем çинче ытларах чарăнса тăчĕç. Çывăх вăхăтра кун пирки тĕплĕнрех пĕлтерĕпĕр.



"Тăван ен"
15 января 2010
00:00
Поделиться
;