Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çĕр-çĕр çын талпăнса Апашри купельте шыва кĕчĕ

Çĕрле 11 сехет иртсен эпир те Апашри Çветтуй Пантелеймон Сиплевçĕ ячĕллĕ купеле çитрĕмĕр. Кунта пĕр 50 яхăн машина ларатчĕ. Шыва кĕрекенсем, Турă хăвачĕпе тасатнă çăлкуç шывне тултаракансем нумаййăн. Çурçĕр çитеспе вара çынсем тата та йышланчĕç. «Пĕлтĕрех килесшĕн эпир кунта. Ун чухне çулне пĕлмесĕр аташса кайнăччĕ. Халĕ ăçтала каймаллине паллăсем лартса кăтартнă. Çамрăксем 3 машинăпа пухăнса килтĕмĕр», ― терĕ Тăвай районĕнчен çитнĕ яшкĕрĕм. В. Никитин Эсеккассинчен йĕлтĕрпе килнĕ. «Кăнтăрлата пачăшкăсем Христоса шыва кĕртнĕ ятпа кĕлĕ ирттернĕ хыççăн кунта килсе кайрăм. Милиционерсем унчухнех тăратчĕç. Йĕрке пултăр теççĕ. Халĕ тата нумаййăн вĕсем», ― тет 2 çухрăма майлă парăнтарнă 60 çулти йĕлтĕрçĕ. Валерий Алексеевичăн мăшăрĕте кунтах. «Мана пăрахса хăварчĕ çав, йĕлтĕрпе вăшт çеç ярăнса кайрĕ. Эпĕ ун хыççăн кĕрт ашса утрăм. Хамăн та йĕлтĕр çине тăмаллаччĕха та ― патаккисем пулмарĕç», ― тет Мария Николаевна. Мăшăр шыва кĕме тăхтать иккен. «Васкаса килнипе тарларăмăр. Эпир кунта часчас пулатпăр. Çуллата шыва кĕретпĕр. Паян таса шыв çеç илсе каятпăрха», ― сăлтав не пĕлтерчĕç ватăсем. Çынсем шыва кĕнине ÿкернĕ вăхăтра халăх тата та нумайланчĕ.

        Пан улми ÿкмете вырăн çук. Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Канаш, Çĕрпÿ районĕсенчен, Тутарстанран килнĕ тата хамăр район çыннисем купеле кĕрсе тухнă хыççăн сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ вĕри чейпе сăйланчĕç. Шăнсан ăшăнмалла тесе ик-виç çĕрте кăвайт та чĕртнĕ. Çывăхрах васкавлă пулăшу паракан икĕ машина ларать. «Васкавлă хальлĕхе никама кирлĕ пулмарĕ. М. Федоров водительпе темиçе сехет кунта тăратпăр. Ирчченех пулма лекет ĕнтĕ. Çын нумайланиччен шыва кĕрсе тухрăм. Халĕ хама çăмăллăн туятăп», ― терĕ васкавлă фельдшерĕ Е. Сорокина. Апашри тĕн прихучĕн председателĕпе А. Тюбекпа калаçса илме май килчĕ. «Кăнтăрла 12 сехетрен пуçласа машинăсем пĕр чарăнми килеççĕ. Шупашкар районĕ çеç мар, унăн тулашĕнчен килсе кĕрекенсем кăçал нумай. Пĕлтĕр лайăхах хатĕрленейменччĕ. Çула енлĕ уçнă. Кăçал шалти ĕçсен пайĕ пĕтĕмĕшле контрольлесе тăрать, васкавлă пур, çула икĕ енлĕ юртан тасатнă, вĕри чей хатĕрленĕ, кăвайтсем йĕркеленĕ... Çветтуй шыв хальхинче нумай йăтаççĕ. Акă, Çĕрпÿри мăнастирьтен те кунта килчĕç», – ăнлантарчĕ вăл.



"Тăван ен"
22 января 2010
00:00
Поделиться