Кÿкеçре пысăк чиркÿ уçăлчĕ Храма çветтить тунă çĕре Варнава хутшăнчĕ
Кÿкеçре 2000 çулччен чиркÿ пулман. Çынсем е Алькешри, е Шупашкарти чиркÿсене çÿренĕ. 2000 çулта февралĕн 10-мĕшĕнче поселокра Державная Турă Амăшĕн ячĕллĕ чиркÿ никĕсне яраççĕ. Çулсем иртнĕçем халăх çак чиркÿ тăвăр пулнине ăнланса илет, çавăнпах ĕнтĕ 6 çул каялла çынсем пысăкрах чиркÿ тăвас ыйтупа чупма пуçлаççĕ. Пархатарлă çак ĕçе нимелле пурнăçлама тăрăшаççĕ. Пус çумне пус хушăнса храм валли укçа пухăнать.
2005 çулта вара Шупашкар район центрĕнче Державная Турă Амăшĕн ячĕллĕ пысăк чиркÿ никĕсне ячĕç. 2008 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче кунта икĕ пĕчĕк купол, пĕр пысăк купол хăпартрĕç. Июнь уйăхĕнче вара Акатуйра республика президенчĕ Н. Федоров чиркÿ тума храм настоятельне Николай аттене 1 миллион тенкĕлĕх сертификат пачĕ. Районти, республикăри ытти предприяти-организацисем те, уйрăм çынсем те укçа парса пулăшни чиркĕве хута яма май пачĕ.
Февралĕн 11-мĕшĕнче тинех кĕтнĕ самант çитрĕ. Ирпе ирех пуçласа кăнтăрлачченех Державная Турă Амăшĕн ячĕллĕ пысăк чиркÿре служба пычĕ. Храма çветтить тунă çĕре Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава хутшăнчĕ.