Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Афганра вилнисене асăнса

Февралĕн 15-мĕшĕнче Афганистанран çарсене кăларнăранпа 21 çул çитнине пĕтĕм Раççей паллă турĕ. Вăрçа хутшăннă, унта пуçĕсене хунă салтаксене çĕршывĕпех аса илчĕç, вĕсен паттăрлăхне палăртрĕç.

       Тутаркассисемшĕн те çак кун ют мар. Ку тăрăхран Афганистан вăрçинче икĕ çын вилнĕ. Шупашкар районĕпе вĕсем – улттăн. Вĕсене асăнса тунти кун çак ялти вăтам шкул умĕнче лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Унта район, ял тăрăх администрацийĕсен ĕçченĕсем, Афган тата Чечня вăрçисен ветеранĕсем тата Тутаркасси шкул ачисем хутшăнчĕç.



"Тăван ен"
19 февраля 2010
00:00
Поделиться
;