Çурхи кун – çĕр ĕç вăхăчĕ. Хатĕр-и хресчен ăна кĕтсе илме?
Çурхи кун вăй илсе пыни кунсерен ытларах та ытларах сисĕнме пуçларĕ. Кăçал Мăнкун та ир килет. Çур та час пулĕ теççĕ халăхра. Çуркунне пĕрисемшĕн çут çанталăк чĕрĕлĕвĕпе сăнарланать пулсан, ял çыннишĕн – çĕр ĕçĕпе.
Районти ял хуcалăх предприятийĕсен cуртрисене кăcал
Россельхозцентр пĕлтернĕ тăрăх, Атăлcи федераллă округра кĕрхисем чĕрĕк пайĕ таран пĕтме пултараccĕ. Шупашкар район пуcлăхĕ А. Князев тата ытларах та тесе шухăшлать. «Районта 50% та, тен, cухатрăмăр», – терĕ вăл ял хуcалăх предприятийĕсен директорĕсемпе тата агрономсемпе, пысăк хресчен (фермер) хуcалăхĕсен ертycисемпе нумаях пулмасть ирттернĕ канашлура. Унта Чăваш Енри Гостехнадзор инспекцийĕн пуcлăхĕ В. Дмитриев тата ыттисем хутшăнчĕc.
Сивĕпе пĕтнĕ кĕрхи культурăсен вырăнне (малтанласа палăртнă тăрăх вăл –
«Хĕллехи вăхăтра вăрлăха сортлама сивĕ пулнине ăнланма пулать. Март-апрель уйăхĕсенче вăл ĕcпе cине тăмалла. Анчах сортлани кăна cителĕксĕр. Вăрлăха cĕнетмелле», – палăртса хăварчĕ ял хуcалăх пайĕн пуcлăхĕ. Ку ыйтупа канашлура «Россельхозцентр» филиалĕн директорĕн заместителĕ А. Титова тата филиалăн районти пайĕн пуcлăхĕ Л. Добролюбова та чарăнса тăчĕc.
Минераллă удобрение те кирлĕ чухлĕ туянаймаccĕ. Пĕлтĕр, акă, районĕпе акнă
Кăcалхи cур аки валли минераллă удобрени 2500 т кая мар кирлĕ. Февралĕн 26-мĕшĕ тĕлне 734 т туяннă. «Атлашевский» кооператив 224 т, «Ольдеевская» 200 т, «Чурачикское» 180 т, Ленин ячĕллĕ кооператив 150 т, Студгородок 30 т илнĕ.
Cĕр ĕcĕ комплекслă тетпĕр пулсан, тăпра пахалăхне лайăхлатасси те унтах кĕрет. Кăcал вăл ĕcе Куйбышев ячĕллĕ, «Ольдеевская», «Приволжское», «Саяны» (Иккасси тăрăхĕ), «Туруновский» предприятисенче ирттермелле.
Техникăсăр та мала каяймăн. Кăcал хальлĕхе хуcалăхсем пĕр единица та туянман. Cурхи ĕcсене ирттерме 330 т кая мар дизель топливи, 150 т кая мар бензин кирлĕ. Маларах асăннă кун тĕлне дизтопливо 124 т, бензин 52 т илсе хатĕрленĕ.
Хуcалăхсенче тырă типĕтмелли тата сортламалли комплекссем начаррине те палăртрĕc канашлура. «Искрăра», «Чебоксарская птицефабрикăра», «Пучахра», «Атăлта» тырă типĕтекен агрегатсем cук.
Канашлура çавăн пекех ял хуçалăх продукцине туса илекенсене патшалăх кăçал епле пулăшу кÿрессипе, пĕрчĕллĕ культурăсен лайăх сорчĕсемпе т. ыт. те паллаштарчĕç.