Ир тăракан электричествăллă пулĕ
Çĕнĕ урамсене çутă кĕртес ыйтупа редакцие шăнкăравлакансем те хăй вăхăтĕнче чылайччĕ. Çĕр хăвăлĕнчи çынсем евĕр пурăнатпăр тесе пăшăрханаççĕ вĕсем. Кермен евĕр çуртсенех хăшĕсем çутă çуккине пула дача евĕр кăна усă кураççĕ: çу каçипе пурăнаççĕ те кĕркунне çитсен е хулана куçса каяççĕ, е унччен пурăннă урăх вырăна. Сăлтавĕ пĕртен пĕрре: хăйă çутипе 21-мĕш ĕмĕрте никамăн та пурăнас килмест.
Иртнĕ çул вĕçĕнче, декабрĕн 30-мĕшĕнче, Чăваш Ен Президенчĕ ялсене электрификацилесси пирки Указ кăларчĕ. Ăна пурнăçлама республика бюджетĕнчен 340 млн. тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. «Кам ĕлкĕрет, çавна лекет», – çапла темиçе хут та палăртса хăварчĕç мартăн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи ял тăрăхсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура. Ăна район администарцийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Альбина Егорова ертсе пычĕ. Канашлăва çавăн пекех район пуçлăхĕн тепĕр çумĕ – капиталлă строительствăпа çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Сидоров хутшăнчĕ.
Пирĕн районта 24 киловольтлă лини
Ял тăрăхсен хальхи тивĕçĕ – мĕнпур экспертиза витĕр тухнă проектпа смета документацийĕсене мартăн 25-мĕшĕччен республикăн Промышленноçпа энергетика министерствине тăратасси. Ял тăрăхĕсенче ĕç-пуç епле пыни пирки кашни юн кунсерен район администрацийĕ сведенисем пухать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Вячеслав Сидоров кашни ял тăрăхĕнчи кашни обьектпа лару-тăрăва тишкерсе тухрĕ, васкама хытах чĕнсе-хушса каларĕ.
Çÿлерех асăннă министерствăн сайтне çак эрнери ытлари кун уçса пăхрăм та, проектпа смета документацине мартăн 4-мĕшĕ тĕлне хăш район мĕн чухлĕ хатĕрлесе çитернине кăтартакан оперативлă информаципе кăсăклансах паллашрăм. Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш тата Шупашкар районĕсене унта сарă тĕспе палăртнă. Вĕсем – документацие хатĕрлессипе чи начар ĕçлекенсем. Пирĕн районăн 67 проект хатĕрлемелле, анчах мартăн 4-мĕшĕ тĕлне çав шутран пĕринпе те ĕçе вĕçне çитермен.
Электрификаци валли вырăнти бюджетран (тепĕр майлă каласан, ял тăрăхсен) мĕнпур тăкакăн 10 %-не уйăрмалла. Ку вăл е хысна шучĕпе пулма пултарать, е бюджет мар çăлкуçран. Тепĕр ял тăрăхсен пуçлăхĕсем палăртнă тăрăх, ун чухлĕ вăй çитереймĕç вĕсем, çынсенчен укçа пухма тивĕ.
Районта иртнĕ канашлура ял тăрăхсен пуçлăхĕсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене те палăртса хăварчĕç. Сăмахран, проект организацийĕсем проект тăвас ĕçе хăвăртлатаймĕç-ши терĕç. Шĕнерпуç ял тăрăх пуçлăхĕ маларах «Чăвашэнерго» çĕнĕ урамра çурт-йĕр 40 %-ран кая мар туса лартни кирлĕ тесе ыйтатчĕ те, халĕ те çав требовани вăйра юлать-и, эпир хутсемпе чупса çÿрени сая каймĕ-и тесе кăсăкланчĕ. «Ку ыйтăва сире хăвăра парас пулать. Ишлей ял тăрăхне кĕрекен Мускаринкассинче пĕлтĕр 1 çурт кăна туса лартнă пулин те пĕлтĕр çутă кĕртнĕччĕ. Пĕтĕмпе унта вунă участок. Хăвăртан килет. Вăхăтра çине тăмасан ял çыннисен куçĕнчен кайран епле пăхайăр?», – хуравларĕ Вячеслав Сидоров. «Çурт-йĕре регистрацилесси ял тăрăхсем çинче, – малалла тăсрĕ ку калаçăва район пуçлăхĕн çумĕ Альбина Егорова. – Проект тунă чух мар пулин те, çутă кĕртме тăрсан пĕрех вăл ыйту (миçе участокран миçĕшĕнче пÿрт туса лартса пурăнма кĕни. – В.Э.) çуралĕ».
Канашлу тăрăх пĕртен пĕр пĕтĕмлетÿ тума пулать: унталла та кунталла çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ шухăшласа ларма вăхăт çук. Документаци ыйтăвĕпе çине тăмалла, мĕншĕн тесен мартăн 25-мĕшĕччен ĕлкĕреймесен укçа-тенкĕ урăх района кайĕ. Кая юлсан каю шăтать текен каларăш кунта нихçанхинчен вырăнлă.