Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Ăçта контроль çук, унта инкек пулать

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче тата Ĕç кодексĕнче предприяти-организацисенче, учрежденисенче халăха хăрушлăх кăларса тăратман ĕç условисем пулмалла тесе палăртнă. Анчах инкек куçа курăнса килмест-çке – ĕçлеме кайса киле виле илсе килни те пулать. Çулсерен тĕнчере 2 миллион çын вилет. Кашни çул Чăваш Енре пурăнакан халăх йышĕ чухлĕ çын пурнăçран уйрăлать. Унсăр пуçне тата миçе арçынпа хĕрарăм инвалида тухса ĕçлеймесĕр килте ларать. 2009 çулта Чăваш Енре производствăра 19 çын вилнĕ. Шупашкар районĕнче те çулсеренех çын пурнăçĕ татăлать. Çакăн пирки тата ĕç хăрушсăрлăхĕ мĕнле шайра пулнине пĕлме редакцие районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн аслă специалистне Р.П.САМСОНОВА чĕнтĕмĕр.

 

– Роберт Петрович, цифрăсене пăхсан Шупашкар районĕнче малтанхи çулсемпе танлаштарсан 2009 çулта производствăра ытларах та инкек пулни курăнать.

― Çапла, пĕлтĕр производствăра инкеклĕ 22 (2008 çулта 15 факт пулнă) ĕç регистрациленĕ, унта 25 çын шар курнă. Çын вилни пĕр тĕслĕх кăна пулнă. Инкек пĕлтĕр Ишек шкулĕн алăкĕнчен шаккарĕ. Хуралçă юн пусăмĕ виçерен ÿснипе аптăранă. Каçхине хуралла килсен вăл япăх пулнипе бетон урайне персе аннă. Хăй тĕллĕнех тăрса диван çине хăпарса выртма хал çитернĕ хĕрарăм. Тăнсăрскере, ирхине ĕçе килекенсем асăрхаççĕ те тÿрех больницăна леçеççĕ. Республикăри больницăра операци тăваççĕ-ха, анчах вăл вăй илеймест, куçне хупать. Ик çул каялла икĕ çынна юлашки çула ăсатнăччĕ.

– Нумай чухне авари çын пурнăçне татать.

― Телее, пĕлтĕр производствăра авари сахал пулчĕ. Каларăм ĕнтĕ, çын вилнине регистрацилемен. «Чебоксарский бройлер» предприятире ĕçлекенсене автобуспа турттараççĕ. Пĕринче ĕçе килнĕ чухне автобусăн тормозĕ ĕçлеме пăрахать. Çакна курса тăрса 3 хĕрарăм чÿречерен сикеççĕ. Юрать-ха, суранĕсем йывăр мар. «Ольдеевская» предприяти транспорчĕ çине машина пырса кĕрет. Кунта та ĕç ăнăçлах вĕçленнĕ.

– Ĕçре сусăрланса инвалида тухакансем те пур-ха.

― Йывăр аманнисем 2008 çулти кăтарту пекех ― çиччĕн. Çулталăк пуçламăшĕнче «Приволжское» хуçалăхра арçын сусăрланчĕ. Кунта сĕт пухмалли хатĕр çинчи роликăн тимĕрĕ тухса вĕçсе арçыннăн куçне шăтарса кăларнă. «Атăл» ял хуçалăх предприятире çамрăкăн Т-150 К трактор çинче ĕçлемелли права çуккине пĕлсе тăрса ăна ĕçе илнĕ. Тĕп инженер уйран кайнă чухне механизатора хурçă утне Салапайкассинче хăварма ыйтать. Анчах çамрăк ăна итлемесĕр çула тухать. Пĕве урлă каçнă чухне трактор йăванса каять ― каччă сусăрланса юлать. Кÿкеçре вырнаçнă «Новатор» предприятири ĕçленĕ арçыннăн больница кĕнеки çине те «инвалид» тесе çырнă. «Чурачикское» хуçалăхра тракторист урине таттарчĕ. Çитменнине тата вăл ÿсĕр пулнă. Пыра хаяр шĕвекпе чÿхемен пулсан вăл çак инкекрен хăтăлса юлма пултаратчĕ, транспортертан вунă хутчен те урине туртса илеетчĕ.

– Апла пулсан, ĕçре шар курасси нумай чухне ĕçлекенрен хăйĕнчен килет?

― Тĕп сăлтав ― çын хăй. Çынсем ĕç сыхлавĕн правилисене пăхăнмаççĕ, инкеке лексе больницăра сывалса тухса малалла ĕçлеме пуçласан юрĕччĕ-ха, анчах та çын пурнăçĕ татăлни те пулать- çке. Асăннă 25 çын 759 кун «больничный» çинче ларнă. Çакă 2 çын çулталăк хушши ĕçлеменнипе танлашать.

– Ĕç сыхлавĕн специалисчĕ мĕнле ĕçлени те витĕм кÿрет пуль?

― Районта пурĕ 832 предприяти-организаци шутланса тăрать. 50 çынран ытларах ĕçлекен предприятире(Шупашкар районĕнче 50 çын ытла ĕçлекен 45 организаци шутланать) ĕç сыхлавĕн специалисчĕ пулмалла. Шел пулин те, паян Кÿкеç райповĕнче, Чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцире, «Чебоксарскагропромтехсервис» предприятире, «Атăл», «Чурачикское», Свердлов ячĕллĕ хуçалăхсенче кунашкал специалист çук. Инкек вара ăçта контроль çук, çавăнта пулать.



"Тăван ен"
19 марта 2010
00:00
Поделиться
;