Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Кондицие ларманнин тĕп сăлтавĕ – тасалăх

Кăçалхи çур аки валли тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ районĕпе 19,7 пин ц кирлĕ. Кунсăр пуçне кĕрхисене çĕнĕрен акма тивĕ. Анчах та мĕн чухлĕ акассине хальлĕхе татса калама йывăр.

«Россельхозцентр» учрежденин районти пайĕн пуçлăхĕ Л. Добролюбова каланă тăрăх, мартăн çурри тĕлне çуртрисене 31,2 пин ц тĕрĕслеме тăратнă. Ку вăл – планпа кирлинчен 58% ытларах. Кондицие ларнă 22,3 пин ц вăрлăхран оригиналли «Приволжское» учхозра кăна пур, пурĕ 445 ц. Элитăллă вăрлăх унта – 3366,6 ц; кунсăр пуçне Ленин ячĕллĕ кооперативра – 793 ц. Кондицие районĕпе 8,9 пин ц вăрлăх ларман. Тĕрĕсленĕ вăрлăхран, республикипе пăхсан, 30%-чĕ кондицие ларман, пирĕн районта – 28%.

Кондицие ларманнин тĕп сăлтавĕ – требование вăрлăх тасалăх енĕпе тивĕçтерменни. Çанталăк çур енне сулăннă хыççăн хуçалăхсенче вăрлăха алассипе çине тăма пуçларĕç-ха. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Смирнов Ленин ячĕллĕ, «Атлашевский» кооперативсем, Свердлов ячĕллĕ колхоз тасатса пĕтернине пĕлтерет. Кадыков ячĕллĕ, «Атăл», «Приволжское» хуçалăхсенче малалла ĕçлеççĕ. Куйбышев ячĕллĕ кооперативра 100%-чĕпех кондициллĕ, анчах унта халĕ калибровкăлассипе çине тăраççĕ. Тасатнăçемĕн тÿрех тĕрĕслеттерме паманни пирки те тепĕр чух илтме тивет хăш-пĕр хуçалăх пирки. Анчах вĕсен хăйсен ăнлантарăвĕ: тĕрĕслеттересси тÿлевсĕр мар. Пĕр партишĕн 590 тенкĕ кăларса хумалла. Икĕ тонна тĕрĕслеттертĕн-и е 60 тонна-и – пĕрех.

Çÿлерех асăннă кун тĕлне вăрлăх пахалăхĕ енчен Ленин ячĕллĕ, Куйбышев ячĕллĕ, «Атлашевский», «Чурачикское» хуçалăхсем, С. Д. Чернухăн фермер хуçалăхĕ кăна палăрса тăнине пĕлтерет «Россельхозцентр» учрежденин районти пайĕн пуçлăхĕ.

Кондицие ларнă 22,3 пин ц вăрлăхран оригиналли «Приволжское» учхозра кăна пур, пурĕ 445 ц. Элитăллă вăрлăх унта – 3366,6 ц; кунсăр пуçне Ленин ячĕллĕ кооперативра – 793 ц.



"Тăван ен"
26 марта 2010
00:00
Поделиться