Ырă улшăну - куç умĕнче
2007 çулта Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» кооперативра тăрăшакансен ĕç укçи тата налук парăмĕ 5 млн тенкĕрен иртнĕччĕ. Ăна ертсе пыма 2008 çул пуçламăшĕнче С.А.Анучин предприниматель килĕшнĕ. Шаннă ĕçе çанă тавăрса пикеннĕ Сергей Алексеевич парăмсене татнă. Халĕ ĕç укçи вăхăтра тÿлеççĕ. Предприяти аталану çулĕ çине çирĕп тăчĕ.
Икĕ çул каялла 380 ĕнеччĕ, халĕ 470 пуç. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 4587 кг сĕт сунă. Роза Иванова кăтарт ăвĕ - 5026. Унран Раиса Николаева, Елена Иванова дояркăсем те юласшăн мар: куллен 15-шер кг сăваççĕ.
- Кĕтĕве 500 пуçа çитересшĕн, - терĕ кооператив председателĕ. - Килограмм сĕте11 тенкĕпе сутатпăр. Паллах, ăна туса илнĕ чухне пулакан мĕн пур тăкака саплаштарма çитмест çак укçа. Ял хуçалăхĕшĕн яваплă çынсен сĕт хакне ÿстерме тăрăшмалла.
2000 çулсенче кооператив ашкакай сутса тупăш нумай тăвайман. Ÿлĕм çак енĕпе ăнăçлăрах ĕçлесшĕн. 120 вăкăр талăкра вăтамран 750-шар грамм ÿт хушать. Çурхи культурăсем - 846 гектар. Кĕрхисене 738 га акнă. Чăн та, 323-шĕ шăнса пĕтнĕ. Çак лаптăксене çĕнĕрен сухаласа акнă.
- Акана вăхăтра тата пысăк пахал ăхпа ирттертĕмĕр, - терĕ Сергей Михайлов управляющи.
Коллективра 130 çын. Пурне те столовăйĕнче апатлантараççĕ. Çынсем ĕçе тулли кăмăлпа çÿреççĕ.