Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çирĕп ыйтма тивет

Тĕп хула çывăхĕнчи ялсенче çут çанталăка мĕнле сыхлаççĕха? Шупашкар районĕнчи экологи хăрушсăрлăхĕн управленийĕ н пуçлăхĕ Р.В.Данилов хуравлать.

- Тавралăха варалакансен шутĕнче - асфальт-бетон завочĕ сем, газ уçлакан станцисем, кайăк-кĕшĕк фабрикисем, пур ăнмалли çуртсене тата предприятиорганизацисене çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтакан шыв хуранĕсем, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти сиенлĕ производств ăсем, - терĕ Ростислав Васильевич. - Çакăнпа пĕрлех Ишлейри чукун çул станцийĕпе ун таврашне хуп ăрлакан сывлăш сийне лайăхлатма май килнине палăртас илет. Çакна «Волгадорстрой», «Чăвашавтодорстрой», «Автодорремстрой» обществăсен тата 145-мĕш предприятин асфальтбетон завочĕсене çĕнетнипе, вĕсем йÿçек газ сахалрах кăларнипе ăнлантармалла.

- Шĕнерпуç комплексĕнчен сысна каяшне тÿрех уя кăларн ăран таврара усал шăршă сарăлать. Ял çыннисем кăмăлс ăр. Çакăн çинчен «Хыпарта» çырнăччĕ. Мĕн йышăнтăр?

- «Сăвар-2» общество хире тислĕк кăлармалли технологие пăхăнман: каяша вырăнта купаласа çĕртмен. Предприяти ертÿçисенчен йăнăша тÿрлетме ыйтрăмăр. Районти фермăсенчен çуллен 100 пин, çав шутра чăхăн - 43 пин, сыснан 16 пин тонна каяш тухать. Ăна уя шĕвĕлле хывма юраманнине пурте пĕлеççĕ. Федерацин выль ăх каяшне классификацилемелли каталогĕпе килĕшÿллĕн сысна тата чăх тислĕкне этем сывлăхне мĕнлерех сиен кÿме пултарнине пăхса хăрушлăхăн виççĕмĕш класне кĕртнĕ. Унăн лаптăкне тата ун таврашне экологи ыйтнипе тивĕçтерме кайран 10 çултан кая мар кирлине пĕлтерет ку. Мăйракаллă шултра выльăх, лаша тата сур ăх каяшĕ - тăваттăмĕш класра: хире кăларнă хыççăн вăл йышăннă вырăна тасалăхпа тивĕçтерме 3 çултан сахал мар иртет.

- Республика Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ял хуçалăхĕнче биотехнологисемпе усă курасси çинчен каланă. Çак енĕпе проектсем пур-и?

- Каяша сиенсĕрлетес тĕллевпе «Приволжское», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче, «Сăвар-2» тата «Чăваш бройлерĕ» обществăсенче ятарлă сăнав ирттерме палăртнă.

- Промышленноç предприятийĕ сенчен, социаллă тытăмран таса мар е тасатса çитермен хура шыв çырмана юхать. Çакна пĕтерме çук-и?

- Районта пурăнмалли çурт-йĕртен, производство предприятийĕ сенчен юхса тухакан хура шыва, çумăр шывне тасатакан 29 хатĕр. Тахçанах хута янăскерсем кивелнĕ. Çумăр шывĕ çителĕксĕр йышăннăран пĕр пайĕпе, хура шыв мĕн кирлинчен ытларах пырса кĕнĕрен тепринпе тухăçлă усă кураймастпăр. Кÿкеçри Патирек урамĕнчине кашни талăкра 700 кубла метр тасатмалла тунăччĕ. Хатĕр витĕр 20 çеç тухать, çавна пула тасату технологийĕ пăсăлать. Кÿкеçри Ту çи урамĕнчин проектпа пăхнă тăрăх куллен 1100 кубла метр йыш ăнмалла, 1400 тасатать. Хура шыв палăртнинчен нумайрах пырса кĕнипе пахалăхлă ĕçлеймест.

- Çĕнни пур-и?

- Кÿкеçри Шуршăл урамĕнче талăкра 500 кубла метр тасатаканнине хута янă. Кÿкеçрине, Çĕнĕ Тутаркассинчине, Атайкассинчине, Кăрмăшрине, Çĕньялтине, Апашрине юсанă. Кÿкеçре теприне реконструкцилеме проект хатĕрленĕ.

- «Шупашкарăн кайăк-кĕшĕк фабрики» общество витисенчен кăларнă шĕвек каяша çумăр юхтарса Йăршăва варалани çинчен «Хыпарта» çырн ăччĕ. Айăплисене асăрхаттарчĕçи?

- Раççейĕн çут çанталăк надзорĕн республикăри управленийĕ эсир асăннă тĕслĕхшĕн предприятие - 100 пин, унăн директорне - 10 пин, тавралăха сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен специалистне пинтенкĕ штраф тÿлеттерме йышăнчĕ. Предприяти Атăла юхакан шыва текех наркăмăшламĕ тесе шухăшлатпăр.

- Пĕвесем йĕркеллех-и?

- Гидротехника сооруженийĕ сен 80 проценчĕн проектра пăхнă усă курмалли вăхăчĕ тухнă. Йышăнмалла: иртен - çÿрене хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултараççĕ. Тăпра эрозийĕ пуçланас хăрушлăх пур.

- Илпеш полигонне йăлари хытă каяш турттарса тăрас ĕç

мĕнле пырать?

- Предприятисенчен, пурăнмалли çурт-йĕртен производство тата йăла каяшĕ çуллен 8 пин тонна кăлараççĕ. Анчах хальлĕхе унта 3357-шне çеç турттаратпăр. Ыттине çырмана тата «çын курман вырăна» тăкатпăр. Çакă тавралăха сăнсăрлатать. Иртнĕ çулсенче район тата ял администрацийĕсем тăрăшнипе урамсене контейнерсем лартма пуçларăмăр. Вĕсен шутне ÿстерсе пыратпăр. Ялсене тирпей-илем кĕртессишĕ н юлашки вăхăтра лайăхрах ĕçлетпĕр.

- Йывăç лартатăр-и?

- Республика Президенчĕ 2005 çулта «Йывăç ларт та ăна упра «Йывăç кунĕ ирттересси çинчен» указ кăларнăранпа 90 гектар лартнă. Çак ĕç кăçал та пырать.

- Федерацин «Тавралăха хÿтĕлесси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çут çанталăка сиен кÿнĕ тăкакăн пĕр пайне предприятисем саплаштараççĕ. Хывнă укçа района юлать-и?

- Пĕлтĕр республика бюджетне - 5459 пин, çав шутра районăнне 2184 пин тенкĕ хывнă. Шел те, пĕр пайĕ вăхăтра куçман. Ун пек предприятисемпе прокуратура ĕçленĕ, ыйтăва татса панă.



"Хыпар"
15 мая 2010
00:00
Поделиться