Ирĕк памасăрах шăтăк чаваççĕ
«Хыпарăн» нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Пуçлăха айăплама хăтланчĕç» материалпа кăсăкланса паллашрăм. Шупашкар районĕнчи Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.А.Зубков масар хуралне шалу тÿлеме халăхран укçа пухнăшăн шар курни çинчен çырнă.
Должноç тивĕçĕсен картинчен тухса кайнă тесе пĕлтĕр уголовнăй ĕç пуçарчĕç. Район сучĕ ун ĕçĕнче преступлени палли çук тесе пĕтĕмлетрĕ, уголовнăй ĕçе чарса лартрĕ.
Ял çыннисем масарта хурал тăратма темиçе çул каяллах ыйтнă. Администраци пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕ. Анчах прокуратура Зубкова хирĕç ĕç пуçарсанах укçа пухма чарăнчĕ. Хыççăнах темиçе çул каяллахи патне таврăнтăмăр: ĕç укçи тÿлеменрен хуралçă пăрахса кайрĕ, пирĕн масарсене Çĕньял тăрăхĕнче çуралса ÿсмен, пурăнман хула çыннисене çав-çавах пытараççĕ. Вилепе пыракансене каялла çавăрса яракан çук. Хуларисем ял çыннисен кăмăлне шута илмеççĕ, ăçта килĕшет - çавăнта шăтăк чаваççĕ. Арккассисен çавнашкал йĕрке пур: пĕрле пурăнса ирттернисем леш тĕнчере, масарта, пĕр çĕрте выртасшăн. Нумаях пулмасть пирĕн ялсем Шăмăш масарне кĕнĕ те хăйсем вилсен выртас тенĕ вырăнта хуларан илсе килсе пытарнă çынсен вил тăприне курнă.
Пĕлтĕр Шемшер ялĕн çăвинче пултăмăр. Пирĕн тăвансен вил тăпринчен инçе мар, палăк умĕнчи сак çинче, палламан хĕрарăм вĕрсе каламалли музыка инструменчĕпе хурлăхлă кĕвĕ калать. Шемшерте Чăваш халăх артисчĕ Виктор Родионов çуралнине пĕлетпĕр-ха. Музыка инструменчĕ калама пĕлнĕскер каярахпа артист пулса тăнă. Ăна кунта мар, Шупашкарти Хмельницкий урамĕнчи масара пытарнă. «Шемшер çăвинче мĕнле композитор канлĕх тупнăши/ ыйтрăм палламан çынран. - Хăш ялтан пулнă вăл/ «Кунтан мар, Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ вăл, - пулчĕ хурав. - Эпĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатăп. Шемшере килсе çÿреме çывăх та - пытартăмăр. Хунямапа хуняçа та çакăнтах, упăшка çумне пытарас тетĕп. Хула масарĕнче шăтăк чавтарнăшăн, вил тăприне пăхса тăнăшăн укçа самаях илеççĕ. Елчĕке кайса çÿреме инçе...»
Хĕрессемпе палăксене пăхса çÿрерĕмĕр. Эпир пĕлмен вил тăпри - пайтах. «Хула çыннисене çур масар пытарнă, - терĕ тантăш. - Темиçе çултан пире валли кунта çĕр юлмасть».
Пĕтĕмлетсе çапла калас килет: ман шухăшпа, федерацин «Çын пытарасси тата пытару ĕçĕ çинчен» саккунĕ хуласен çывăхĕнчи ял масарĕсен çак статьяра çĕкленĕ ыйтăвне /вăл пур çĕрте те пĕрешкел тесе шухăшлатăп/ шута илсе пĕтереймест. Унпа килĕшÿллĕн çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнакан çыннăн та пурнăçран уйрăлсан хăй каласа е çырса хăварнă масарта канлĕх тупма ирĕк пур. Ку лайăх-ха. Хула çыннисенчен нумайăшĕ çывăхри ял масарĕсене суйласа илет. Çавăнпа вĕсем хăвăрт тулаççĕ. Хуласенчен инçетри çăвасен ыйтăвĕ пирĕнни пекех çивĕч тăмасть. Шăмăш çăвине уçнăранпа 40 çул та çитмен-ха, анчах унта вырăн нумай та юлман. Çĕнĕ çăва уçма çĕр каллех кирлĕ.