Ял тăрăхĕ пулăшнипе
Шупашкар районĕнчи Апаш тăрăхĕнче 2007-2009 çулсенче çăл куçсене тирпейлесе шыва кĕрсе тасалмалли вырăнсем турĕç, часавай уçрĕç. Кунта халĕ çывăхри ялсенчен çеç мар, хуларан та пыраççĕ. Туристсем те килеççĕ, Апаш культурин авалхи палăкĕпе паллашаççĕ.
Клуб-музей çумĕнчи пултарул ăх коллективĕ вĕсене халăх йăли-йĕркине кăтартать. Çак объектсене вырăнти влаç пăхса тăрать. Вĕсен таврашĕнче яланах тирпейлĕ.
Апашсен хастарлăхĕ клубмузей çумĕнчи халăх театрĕн ĕç-хĕлĕнче те палăрать. Республикăри драма коллективĕсен хушшинче ирттернĕ конкурсра вăл пĕрремĕш степень диплома тивĕçнĕ.
Администраци физкультурăпа спорта аталантарма та укçатенкĕ тупать, çак ĕçе спонсорсене те явăçтарать. Иртнĕ çулсенче спорт залне юсама 255 пин тенкĕ тăкакланă. Хăй вăхăтĕнче В.И.Смородинов тренер пултаруллă кĕрешÿçĕсем чылай хатĕрленĕ. Унăн ывăлĕ Ю.В.Смородинов ертсе пыракан шкул районти тата республик ăри олимпиадăсемпе ăмăртусенче малти вырăнсене йыш ăнать.
Апашсем Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине чыслăн паллă турĕç. Уяв умĕн çапăçура пуç хунисене асăнса лартнă палăксене юсарĕç.
Вырăнти влаç органĕ хушма хуçалăха аталантармашкăн халĕччен 269 çемьене е ял тăрăхĕнчи мĕн пур кил хуçин 37 процентне кредит илме пулăшнă. Мăштавăшри, Туçикассинчи, Паçпакри, Шăнкасри çĕнĕ урамсене çутă кĕртме проект хатĕрлеттернĕ. Туçикассине асфальт çул çитернĕ.
- Ялсене паха шывпа тивĕçтерессипе те ĕçлетпĕр, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.А.Григорьев. - Паллах, татса парайман ыйтусем те пур. Шыв пăрăхĕсем кивелнĕ. Тÿрех пурне те çĕнетме укçа çителĕксĕр. Çуллен темиçе метр улăштаратпăр.