Шашка хăми çинчи икĕ чăнлăх
Вăйлă кашни спортсмен Олимп вăййисен пьедесталĕ çине хăпарма ĕмĕтленет. Çакнашкал çÿллĕ шайри ăмăртусенче шашкăлла выляс ăсталăха тĕрĕслемеççĕ. Апла пулин те спортăн çак тĕсĕ хал ăхра анлă сарăлнă. Тĕрĕссипе, шашкăлла выляс йĕркене пĕлмен çын сахал. Унăн истори тымарĕ те сĕм авала илсе çитерет. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, çак вăййа 50 ĕмĕр каялла шухăшласа кăларнă. Маларах йĕрлĕ хăмапа усă курнине çирĕплетекен документсем сыхланса юлнă, авалхи Грецире вара тăваткалли çине куçни паллă. Шашка тĕрлĕ ÿсĕмри тата расна професси çыннисене пĕрлештерет. Ăмăртусенче мала тухнисен йышĕнче, тĕслĕхрен, хуçипе «тарçи» те, вĕрентекенпе вĕренекен те, тивĕçлĕ канури ват ăпа шкул çулĕнчи ача та пур. Халăха мĕнпе кăсăклантарать-ши çак вăйă( Ансатлăх илĕртет ахăр. Шашкăлла выляс йĕркене ăса хывма пĕрре те йывăр мар. Çитменнине тата пушă вăхăт тупăнсанах тăваткал хăма сарма пулать. Çĕнтерме тĕллев тытнисен шух ăшлавĕ аталанать, ăс-тăнĕ çивĕчленет.
Шашка комбинацийĕсене ятарлă тетраде çырса пыни те ытлашши мар. Çакă вăйă хăватне ÿстерме пулăшать. Çапах теорипе хăйне кирлĕ пек усă курма пĕлекен çын çеç ятлă-сумлисен йышне кĕреет. Йĕркене пăхăнни çителĕксĕр, хирĕç выляканăн тĕллевне пĕлме тăрăшмалла. Кашни куçăм çĕнтерĕве çывхартать-çке. Паллах, спортăн çак тĕсне кăмăллаканăн хăйĕн мелĕ, вăрттăнлăхĕ.
Истори тымарĕ
Пирĕн республикăра иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче официалл ă майпа шашкăлла выляссипе ăмăртусем ирттерме пуçланă. Пĕрремĕш хут йĕркеленĕ Пĕтĕм чăвашсен шашка турнирĕнче Шупашкар районĕнчи Тумаккасси шкул вĕрентекенĕ Петр Скачков çĕнтерни паллă.
50-мĕш çулсенче хĕрарăмсен хушшинче те ăмăртусем йĕркелеме тытăннă. Малтанхи çĕнтерÿçĕ сен йышĕнче ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Е.Шорникова та пур. Пĕрремĕш чемпионатра мала тухнă Вера Красавцева, тĕслĕхрен, халĕ Шупашкар районĕнчи Карачурара пурăнать.
СССР тата Раççей спорт мастерĕн нормине тултаракансемпе паллаштарма кăмăллă. Вĕсем: А.Фомин №1965 ç.№, Ю.Козырев №1972 ç.№, М.Ефимов №1977 ç.№, В.Воронцов №1978 ç.№, В.Иванов №1979 ç.№, Н.Дмитриев №1979 ç.№, В.Наумов №1980 ç.№, Г.Прокопьев №1982 ç.№, Н.Трофимов №1998 ç.№, В.Малов №2002 ç.№, О.Михайлов №2002 ç.№. Çĕнĕлĕхсенчен те айккинче юлман чăвашсем. Вырăс шашкипе кăна çырлахмаççĕ, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче усă куракан çĕр тăваткаллă хăма çинче те çивĕч ăслине шыраççĕ. Çыру урлă вăйлине палăртасси те йăлара.
Сăмах май, XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тĕслĕх вырăнне Шупашкара Раççейри спорт мастерĕсене чĕнсе илнĕ. Шашка турнирĕ сенче А.Ильин №Мускав№, С.Дьяков №Чулхула№, С.Власов №Чулхула № ăсталăхне кăтартнă, вырăнти тупăшуçăсен çитменлĕхĕсене уççăн палăртнă. Çакă та спортсменсене хăпартлантарни иккĕлентермест.
Чăрмав кÿрекен тумхах
Аталану çулне йĕрленĕ май спортăн çак тĕсĕ çулсерен вăйланмалла пек туйăнать. Анчах мĕнлерех-ши паянхи лару-тăру; Шашка çамрăксене кăсăклантаратьши; Вăйă пуласлăхĕ пур-ши;
ЧР Шашка федерацийĕн президенчĕ М.Ефимов тĕрлĕ турнир çĕнтерÿçисене хăй çĕнсе илнĕ медальсене панине те пытармасть. Вĕсем сутлăхра çук-ши; Таварпа йăтăнса тăракан лавкка çÿлĕкĕсем çинче пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăн йышăннине кăтартакан медальсем те вырăн тупнă. Федераци общество организацине çаврăнни чăрмав кÿрет-мĕн. Ун çумĕнче тÿлевлĕ вĕрентекен шкул пур-ха, çапах тупăшĕ ытла пĕчĕк. Укçас ăр вара турнир йĕркелесси те, çул çÿреве тухасси те, çĕнтерÿçĕсене хавхалантарасси те чăрмавл ă. Юрать-ха, спонсорĕсем тупăнсах пыраççĕ.
Михаил Александрович тĕп хулара тата Шупашкар районĕнче чемпион ытларах çитĕнтернине палăртать. Çак районти спортсменсем 1969 çултанпа алăран кубок яман. Хăй 1970 çултанпа республика командин членĕ шутланать. Раççей турнирĕсенчен нумай хут çĕнтерÿпе таврăннă.
Юлашки вăхăтра Патăрьел районĕ нче те шашка вăййи сарăлнă. Казначейство пуçлăхĕ Николай Федоров уйрăмах тăрăшни вĕренекенĕ сем ăмăртусенче çĕнтернинчен палăрать.
Маларах Шупашкар, Вăрмар, Çĕрпÿ, Комсомольски, Красноармейски районĕсенче спортсменсен пысăк йышне палăртнă. Шел те, çак туртăм сÿнсе пырать. Аслă ăрури вĕрентсе пыракан çынсем çут тĕнчерен каяççĕ. Çĕнĕ специалистсем хатĕрлеме каллех укçа кирлĕ.
Раççей шайĕнчи ăмăртусене вăтамран 50 çултисем хутшăнни çамрăксем вăйсăррине кăтартатьши; Шашка вăййине аталантарас шухăшлисем çĕнĕ майсем уçăлманнипе, унран та ытла такăрланн ă çул пÿлĕннипе сăлтавлаççĕ çакна. Тĕслĕхрен, шкулта шашка кружокĕсем хупăнаççĕ. Ытти çулта Раççей турнирĕсене Вăрнар районĕнчен виçшер ача хутшăннă пулсан кăçал пĕр ача валли çеç çула тухмашкăн укçа тупăннă.
Çĕнтерес туртăм
Районсенчи ачасен пултарулăх çурчĕсенче шашка кружокĕсем ĕçленине, чăн та, ырламалла. Муркашри Алексей Прокопьев, Тăвайри Алексей Шишовпа Алексей Косарев, Вăрмарти Орест Вакинпа Николай Дмитриев тата ытти тренерсем кашни шкулта шашкăпа кăсăкланакан ачасене аталанма пулăшмаллине палăртаççĕ. Çакнашкал чи вăйлине тупма çăмăлрах. Муркашра, тĕслĕхрен, çулсерен шашка кружокне 15-шер ача çÿреме пуçлани, вĕренÿ çулĕ вĕçне 7-8-шар вĕренекен юлни те вăйлисене ала витĕр кăларма май парать. Пĕлтĕр Алексей Георгиевич ăн вĕренекенĕ Григорий Репин республика чемпионатĕнче çĕнтернĕ. 7-мĕш класра ăс пухакан Максим Михайлов та шанăç кÿрет-мĕн.
Федераци президенчĕ Михаил Ефимов шашка вăрттăнлăхĕсемпе ачана 5 çул тултарсанах паллаштарма сĕнет. Вĕренес туртăмĕ ан сĕвĕрĕлтĕр тесен хăма çинче тĕрлĕ вăйă йĕркелеме пулать-çке. Çĕнтерÿшĕн хавхалантарни те пĕлтерĕшлĕ.
Михаил Александрович вылян ă вăхăтра малтан 28 куçăм таран курнине çирĕплетет. Тĕрлĕ района çитсе ăсталăх класĕсем, тĕл пулусем йĕркелет вăл. Республикăра турнир тăтăшах ирттернине те палăртмалла.
Çак эрнере Адлерта сусăррисен хушшинче Европа чемпионачĕ тата «Асамлă шашка» турнир иртеççĕ. Пирĕн республик ăри команда та ăмăртать унта. Эпир, паллах, вĕсене çĕнтерÿпе кĕтетпĕр.
Кирек мĕнле пулсан та аталану йĕрĕ татăлмасса ĕненес килет. Выляса çĕнтерес туртăм ан иксĕлтĕр.