Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕреççĕ

Çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕреççĕ

Шупашкар районĕнчи сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем професси уявне мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ-ха? «Шупашкар районĕн тĕп больници» муниципалитет учрежденийĕн тĕп врачĕ В.В.РАФИНОВ хуравлать.

- «Сывлăх» наци проекчĕ пирĕн тĕп больницăн сиплев ĕçĕн никĕсне те çирĕплетме май туса пачĕ, - терĕ Вячеслав Викторович. - 2009 çула аса илетĕп. Куславкка, Çĕмĕрле тата Шупашкар районĕсенчи çулсем çинче автоаварие пула инкеке лекнĕ пассажирсемпе водительсене медицина пулăшăвĕ паракан Кÿкеçри сиплев центрне диагностика тата сиплев хатĕрĕсемпе пуянлатрăмăр. Вĕсене туянма бюджетран 52 млн тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕ май ăсталăх та хушăнса пырать. Шăмă хуçăлнине пĕлме темиçе çул каялла кăна-ха рентген аппарачĕпе пăхнă. Витĕр курăнакан пленка-ÿкерчĕк тухасса темиçе сехет кĕтнĕ. Халĕ компьютер томографийĕн аппарачĕпе усă куратпăр. Диагностика тĕллевне хăвăрт пурнăçлаççĕ: алă-ура хуçăлнине е шăнăр татăлнине, пуç миминче, çурăм шăмминче, ÿпкере улшăнусем пулнине е ытти орган сиенленнине монитор çине пăхса палăртаççĕ.

- Картишĕнче - васкавлă пулăшăвăн вĕрçĕнĕ икĕ автомашини. Хăçан туянтăр?

- Пĕлтĕр. Врач-реаниматолог реанимаци аппарачĕпе пациента больницăна илсе килнĕ чухнех усă курма пултарать. Васкавлă пулăшу уйрăмне паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен УЗИ аппарат лартрăмăр. Реанимаци уйрăмĕн пÿлĕмĕсене тĕпрен юсарăмăр, сиплев ĕçĕнче мĕн кирлине çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнса вырнаçтартăмăр. Ăна çĕнĕрен хута яма район бюджетĕнчен 2 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

- Васкавлă пулăшу паракан ушкăнсем мĕнле ĕçлеççĕ?

- Ку ыйту хуравне пациентсем кăна лайăх пĕлеççĕ пулĕ. Ишлейри, Тутаркассинчи, Кÿкеçри васкавлă пулăшу паракан бригадăсем 171 ялта пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтереççĕ: вырăна хăвăртрах çитсе инкеке лекнисене пулăшаççĕ. Машина палăртнă вырăна вăтамран 20 минутра çитет. Атăльялпа Анат Кĕнер _ Ишлейрен, Колешша Кÿкеçрен инçетре вырнаçнă. Вĕсене çитме вăхăт ытларах кирлĕ. Уйрăмах çул пăсăлнă е юр хупланă уйăхсенче. Шел те, васкавлă пулăшу машинине тепĕр чухне тивĕçлĕ сăлтавсăрах чĕнтереççĕ. Врач пациент сывлăхне тĕрĕслет те темиçе эрне выртнине пĕлет. Вăхăтра сипленменнипе чир шала кайнă. Çакнашкал тĕслĕх пайтах.

- Патшалăха сывă ачасем кирлĕ. Вĕсен пурнăçĕшĕн епле кĕрешетĕр?

- Врачсемпе медсестрасем тата амăшĕсем ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Район хуласен çумĕнче вырнаçнăран çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене Президентăн тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарăн перинаталь центрĕсене çăмăлланма яратпăр. Вĕсене мĕн пур йышши медоборудованипе тивĕçтернĕ, амăшĕсене тăрăшса пăхаççĕ. Кайран вĕсене пирĕн специалистсем шута илеççĕ, кирлĕ чухне пулăшу параççĕ. Чылайăшне тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕнче сиплетпĕр.

- Сирĕн патăрта ал-ура хуçнă çынсене куртăм.

- Самантлăха та пушанмаççĕ вĕсем. Вар-хырăм чирĕсенчен операци тăвассинче çĕнĕ меслетпе - ятарлă ĕç хатĕрĕпе - усă кураççĕ: ÿте касса уçмасăрах ват хăмпине кăларса илеççĕ. Ĕçе компьютер мониторĕ çине пăхса пурнăçлаççĕ. Сакăр операци турĕç ĕнтĕ. Пурте ăнăçлă иртнĕ. Çĕнĕ технологие тĕп хулан 2-мĕш больницин хирурги уйрăмĕн заведующийĕ В.С.Алексеев вĕрентрĕ. Пациентсене кислородпа тивĕçтермелли меслете те çĕнетрĕмĕр, юн анализне ятарлă автоматпа е çурма автоматпа пурнăçлатпăр. Çакă вăхăта перекетлеме май парать. Диагностикăн мĕн пур йышши меслечĕпе усă курма тивĕçлĕ оборудовани пур.

- Районти демографи лару-тăрăвĕ пирки мĕн калатăр?

- Калăпăр, 15 çул каялла çулталăкра 800 çын пурнăçран уйрăлнă, 500 ача çуралнă. Иртнĕ çулсенче пуçласа вилекенсемпе çуралакансен шучĕ танлашрĕ. Кăçал çут тĕнчене килнисене пурнăçран кайнисенчен ытларах шута илнĕ. Çак шайлашу çирĕпленсе пыни савăнтарать.

- Паллă ĕнтĕ, этем сывлăхĕ мĕнлерех пуласси тĕрлĕ сăлтавран килет. Диспансеризаци ирттеретĕр-и?

Ку ĕçе предприяти-организацисене те хутшăнтаратпăр. Диспансеризаци планне çуллен ирттерсе пурнăçлатпăр. Пациентсене вăхăтра тата пахалăхлă пулăшу парас тĕлĕшпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем пысăк ĕç пурнăçлаççĕ.

- «Сывлăх» проектпа килĕшÿллĕн медĕçченсен шалăвне ÿстерчĕç. Çакă ĕçе лайăхлатма май пачĕ-и?

- Паллах. Коллектив виçĕ-тăватă çул ĕнтĕ хăйĕн умне лартнă тĕллевсене малтанхинчен лайăхрах, пахалăхлăрах пурнăçлать, çавăнпа çитĕнÿсем тăвать. Тĕллевсене пурнăçа кĕртме пире республикăн Сывлăх сыхлавĕпе тата социаллă аталану министерстви, район администрацийĕ пулăшаççĕ.

Хамăрăн коллектива Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп.



"Хыпар"
19 июня 2010
00:00
Поделиться