Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çĕнĕ ăмăртусем, çĕнĕ çитĕнÿсем

Çĕнĕ ăмăртусем, çĕнĕ çитĕнÿсем

Çак кунсенче Вăрмар районĕнчи Кавалта шашкăлла выляс енĕпе йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ. Унта республикăри чи вăйлă шашистсем хутшăнчĕç. Сăмах май, асăннă ялтан спорт мастерĕсем виççĕн тухнă: Анатолий Фомин, Юрий Козырев, Николай Дмитриев.

Хĕрÿ кĕрешÿре Шупашкарти Геннадий Мочалов çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Юрий Владимировпа (Шупашкар) Михаил Ефимов (Кÿкеç) пайларĕç. Сывă пурнăç йĕркине сарас, çамрăк ăрăва шашка-шахматла выляма вĕрентес тĕллевпе Чăваш Республикин Шашка федерацийĕ районсенче час-часах ăмăртусем йĕркелет. Нумаях пулмасть çакнашкал ăмăрту Вăрнарта пулчĕ. Çитес вăхăтра Тăвайĕнче иртекен тупăшăва вара ачасене шашка-шахматла выляма хăнăхтарас ĕçре нумай çул вăй хунă Алексей Шишов 75 çул тултарнине халаллĕç. Шашка федерацийĕ Алексей Петровича çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп вăй-хал, ăнăçусем сунать.



"Хыпар"
23 июня 2010
00:00
Поделиться
;