Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Словарь - 100 çулта

Словарь - 100 çулта

Кăçал «Чăваш чĕлхин словарĕ н» №«Словарь чувашского языка»№ пĕрремĕш кăларăмĕ тухнăранпа 100 çул çитет. Ăна Н.И.Ашмарин паллă тюрколог, тĕпчевçĕ пухса хатĕрленĕ. Кĕнекене чăваш хал ăхĕн кун-çулĕн энциклопедийĕ теме те пулать. Сăмах май, Николай Иванович çуралн ăранпа кăçал №юпан 4-мĕшĕнче№ 140 çул çитет.

Нумай томлă словарĕн пĕрремĕш кăларăмне Хусан университечĕн профессорĕ, паллă тюрколог Н.Ф.Катанов ертсе пыракан Куçару комиссийĕ хатĕрленĕ.

Словарĕн ум сăмахĕнче автор ку ĕçе хастар хутш ăннă И.Я.Яковлева, Ф.Е. Корш академике тав тăвать. Малалла _ «А» сас паллинчен пуçланакан 1500 ытла сăмах. Вăл 160 страница йышăнать. Кĕнекене хăй вăхăтĕнче вырăс тата ют çĕршыв ăсчахĕсем пысăк хак панă .

Иккĕмĕш том 1912 çулта кун çути курнă. Туллин - 17 томпа - 1928-1950 çулсенче тухнă. 1994-2000 çулсенче вара мĕн пур тома тепĕр хут кăларнă.



"Хыпар"
23 июня 2010
00:00
Поделиться