Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Чечеклен, тĕреклен, Чăваш Ен!

Чечеклен, тĕреклен, Чăваш Ен!

Ĕнер Шупашкар хулин «Экспо-Контур» курав комплексĕнче «Регионсем _ пĕрпĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсен хушшинчи виçĕ куна пыракан XVII выставка уçăлчĕ. Республика кунне халалланă куравра ЧР Президенчĕ Николай Федоров пулчĕ.

Кăçал _ Вĕрентекен çултал ăкĕ. Çавăнпах-ши Президент малтан Чăваш Енри вĕренÿ тытăмĕпе кăсăкланчĕ. Вăтам тата аслă пĕлÿ паракан заведенисен ÿсĕмĕпе савăнчĕ. Нефтепровод транспорчĕ валли ăста специалистсем хатĕрлекен 22-мĕш професси училищин №вăл Канашра вырнаçнă№ экспозицийĕ умĕнче вăрах чарăнса тăчĕ.

Чăваш Ен Промышленноç тата энергетика министерстви çĕнĕ тата пысăк технологисене тĕллевлĕн атал ант арм а пал ăрт ать, «Хĕвел айлăмĕ» ятарлă экономика зонине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлет.

Куравра тĕрлĕ предприяти, организаци, вĕренÿ заведенийĕ, завод, пĕрлешÿ... _ мĕн пурĕ 139 _ хăйсем туса кăларакан продукцие кăтартма илсе пынă. Хăнасене вĕсен представителĕсем производство ÿсĕмĕпе паллаштарма пичет продукцийĕ сĕнеççĕ, хăйсем çинчен те каласа кăтартаççĕ. Апатçимĕçе вара тÿлевсĕрех тутанса пăхма сĕнеççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле уяв курма пынă вĕтĕр-шакăр йогуртпа сăйланса савăнчĕ.

«Экс по-Конт ур» курав комплексĕн картишĕнче те, залĕнче те халăх пасарти е ярмăрккари пекех хĕвĕшет. Президентпа тĕл пулассишĕн ĕçе пăрахсах пынă. Пурте калама çук савăнăçлă, кăмăлĕ çĕкленÿ ллĕ. Сăн-питне пĕр шелсĕр çунтаракан вĕри хĕвел те илем кÿрет, шевле сапать. Пултарулăх ушкăнĕсем пĕр-пĕринпе тупăшмаллах юрлаççĕ, ташлаççĕ. Эпир пурлăхпа, энергоресурссемпе мухтанма пултараймастпăр. Анчах халăх ĕçченлĕхĕ савăнмалăхах. Ку чухнехи çăмăл мар ларут ăрура экономика аталанăвне тĕрĕс йĕркелени Раççейри ытти регионшăн та пĕлтерĕшлĕ, ĕçлĕ çыхăну йĕркелеме май парать.

Ял хуçалăхĕ те «АПК аталан ăвĕ» приоритетлă наци проектне пула ыранхи куна шанса вăй илет. Чылай ял хуçалăх предприятийĕ нанотехнологи çулĕ çине тăма, экологи енчен таса çимĕç туса илме хатĕрленет. Районсем малашне çĕнĕлле аталанма проектсем хатĕрленĕ. Канашсен экспозицийĕ пысăк вырăн йышăнать. Паян Канаш хулинче «Трактор завочĕ сем» концерна кĕрекен «Промтрактор-Вакун» акционерсен хупă обществин çĕнĕ вакунсем туса кăларакан производствине сăнавлă майпа хута яраççĕ.

Республикăн çитĕнĕвĕ мăнаçланмалăхах. Çакна тепĕр хут çирĕплетет Чăваш автономийĕн 90 çулхи юбилейĕ тĕлне уçăлнă курав.



"Хыпар"
28 июня 2010
00:00
Поделиться
;