Тамăка çаврăннă çăтмах
Çĕртме уйăхĕн варринче инçетри Кăркăсстанри Ош хулипе облаçĕнче пулса иртнĕ хурлăхлă ĕç-пуç фронт сводкине аса илтерчĕ: кăркăссемпе узбексен хирĕç тăрăвĕнче 200 яхăн çын /хăш-пĕр çăл куç пысăкрах цифрăсем те асăнать/ вилни çинчен пĕлтереççĕ, Ошри, Джелал-Абадри вун-вун çурт вут чĕртнипе кĕл-кăвара çаврăннă. Узбексен çĕр-çĕр çемйи хăйсене тĕп тăвасран шикленсе тăван енрен тухса тарнă... Шел те, асăннă тăрăхшăн çакнашкал тискерлĕх ним чухлĕ те çĕнĕ мар. Кунашкалли, кунтан та хăрушăраххи, пулнă - шăп та лăп 20 çул каялла. Çакна паян Шупашкар районĕн прокурорĕн çумĕнче ĕçлекен Анатолий Иванов лайăх пĕлет - çав инкек кăтартăвне вăл хăй курнă, тискер преступленисене тĕпчесе айăплисене тивĕçлипе явап тыттарас ĕçе тÿрремĕнех хутшăннă.
Юнпа пĕвеннĕ Узген
Узген... Авалхи хула. Китайран килекен «аслă пурçăн çул» шăпах ун урлă выртнă. Кăркăсстанра вырнаçнă пулин те кунта тĕпрен илсен узбексем пурăнаççĕ. Ку тăрăх пирки Çĕр çинчи çăтмах теме те пулать. «Çĕрĕ питĕ пулăхлă, - тет А.Иванов. - Ал туйине тăпрана тăрăнтарса хăварсан вăл та темиçе кунран çулçă кăларать пуль, тупата. Çакă та хăйне евĕрлĕ: мĕн чухлĕ шăрăхрах - унта çавăн чухлĕ шыв нумайрах. Тусем çинчи юр-пăр ирĕлсе анать те - арыксем сивĕ те тăп-тăрă шывпа тулаççĕ. Шыв шăнкăртатса-шавласа юхнипе тавралăх янăраса кăна тăрать!» Пĕр сăмахпа, пурăн ыр курса! Çук çав...
Анатолий Петрович лайăх пĕлет: 1990 çулхи çуркунне пуçламăшĕнчех Ошра «Адолат» тата «Ошаймагы» /«Ош тăрăхĕ» тени пулать/ пĕрлĕхсем пуç çĕкленĕ. «Адолат» узбек халăхĕн культурипе чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн, аталантарассишĕн тăнă. «Ош-аймагы» çыннăн конституципе пăхнă прависене тивĕçтерес, халăха çурт-йĕр тума çĕр лаптăкĕсем парас тĕллевпе çамрăк кăркăссене пĕтĕçтернĕ.
Çу уйăхĕнче хайхи кăркăссем хăйсене Ленин ячĕллĕ колхоз /ку хуçалăхра тĕпрен илсен узбексем ĕçленĕ/ çĕрĕсене валеçсе пама ыйтнă. Хула влаçĕсем малтан килĕшнĕ, анчах темиçе кунранах хăйсен йышăнăвне пăрахăçланă. Кĕçех вара кăркăссемпе узбексем хирĕçме пуçланă. Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче хайхи уйăн, темиçе теçетке гектар йышăнаканскерĕн, икĕ вĕçĕнче пин-пин çын пухăннă - узбексем те, кăркăссем те. Вĕсем икĕ маршрутпа Ош еннелле хускалнă. Çул çинче кама тĕл пулнă - хĕненĕ, мĕн курнă - аркатнă, çунтарнă. Тепĕр кунне вара кăркăссен хĕç-пăшаллă отрячĕсем Узгена пырса кĕнĕ те узбексене тустарнă. Вĕсене хуларан хăваланă, пăхăнманнисене вĕлернĕ.
Тискерлĕхе çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче каçхине тин, облаçа çар чаçĕсене кĕртсен, чарма май килнĕ. Çар, милици çине тăнипе кăна Кăркăс ССРĕн территорийĕнчи хирĕç тăрăва Узбекистан /вăл - кÿршĕрех!/ халăхĕ те хутшăнассине, çавна май тата та хăрушăрах инкеке сирсе яма май килнĕ. Наманган, Андижан хулисенчи узбексем Оша килмешкĕн çула тухнă ĕнтĕ, вĕсене хуларан темиçе теçетке километрта чарма май килнĕ.
Апла пулин те, СССР прокуратурин следстви ушкăнĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, Узген, Ош хулисенче, облаçри ялсенче çак хирĕç тăрура 1,2 пин çын пурнăçĕ татăлнă /сас-хура тăрăх - чылай ытларах/, çĕр-çĕр çурта çунтарса янă, пин-пин çын вилĕмрен çăлăнас тĕллевпе тусен хушшине тарнă. Пирĕн ентеш А.Иванов шăпах çав следстви ушкăнĕнче ĕçленĕ. Вăл Чăваш Енĕн Шалти ĕçсен министерствинче вăй хунă. Фергана айлăмĕнчи юнлă хирĕç тăру хыççăн унăн командировкăна кайма тивнĕ. Ĕç-пуçа объективлă хаклама ятарлă ушкăн туса хунă ĕнтĕ. А.Ивановăн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен /СССР пайланман-ха! Хальлĕхе эпир пурте пĕр халăх - совет халăхĕ!/ килнĕ Следовательсемпе алла-аллăн ĕçлеме тивнĕ.
Ĕç калăпăшĕ питĕ пысăк пулни каламасăрах паллă: «Кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ, - аса илет Анатолий Петрович. - Çук, апла мар: ирхине ирех, каçа хирĕç тата çĕрле ĕçленĕ. Кăнтăрла вара унта ĕçлеме çук - тÿсме çук шăрăх». Унта виçĕ уйăх ытларах пулнă. Следовательсем 10 пине яхăн преступление тăрă шыв çине кăларнă, судсене 1,5 пин уголовнăй ĕç ярса панă. 30-35 пин çын хутшăннă хирĕç тăрушăн айăплă 300 яхăн çынна уголовнăй майпа явап тыттарнă.
Анатолий Петрович вырăнти узбексемпе питĕ лайăх хутшăнусем пулни çинчен калать. Çакă тĕлĕнтермест ĕнтĕ: вĕсем - шар курнă ен-çке, çар, следстви, тĕрĕссипе, вĕсене хÿтĕлет. Инкекĕ вара чăннипех пысăк пулнă. А.Иванов унта хăй тунă сăн ÿкерчĕксемпе /вĕсем йышлă - альбом тулли/ паллаштарать: кашнин пирки анлă комментари пур. Акă - хуйхăллă хĕрарăм. Çумĕнче - икĕ пĕчĕк ачи. Умĕнче вара - пĕчĕк кăна кĕл-кăмрăк купи. Упăшкин юлашкисем иккен. Ăна кăркăссем вĕлернĕ, çуртне вут чĕртнĕ - арçынран çакă çеç юлнă...
Хурахшăн - 250 пин тенкĕ
Тепĕр сăн ÿкерчĕкре хĕç-пăшаллă çар çыннисем аллисене сăнчăрланă çынна çавăтса пыраççĕ - хурахсен ертÿçине Нурмомат Тактаболотова тытса чарнă. Çакна А.Иванов «классика шайĕнчи операци» тесе хаклать, преступнике тусен хушшинчен илĕртсе илсе тухнă иккен. Ентешĕмĕр Тактаболотовăн тусĕсем ăна ирĕке кăларнăшăн хăйне, ун чух 30 çулта пулнă капитана, 250 пин тенкĕ укçа сĕннине те пытармасть. Танлаштарма: 90-мĕш çулта «Жигули» те 5 пин тенкĕ çеç тăнă. Хăй халь кулса аса илет: «Эсир ăна йÿнĕ хаклатăр, - терĕм. - 500 пин ыйтрăм. Вĕсем килĕшрĕç. Эпир чеелентĕмĕр: хăйсене тытса чаратпăр, укçине те туртса илетпĕр. Шел, те пирĕн çав тĕллеве сиснĕ, те ун чухлĕ укçа тупаймарĕç - килмерĕç».
Тактаболотова кайран 12 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Кăркăссене узбексене тустарма-вĕлерме хистенĕ, ертсе пынă тепĕр çынна вара, Атаман Ташалиева, 10 çуллăха хупнă. Çук, çав çын хăй вĕлермен, хурахсене ертсе пынă. Пĕр çуртра, сăмахран, çемье пуçне вĕлернĕ. Арăмĕ хурахсене тархаслать: «Упăшкана вĕлертĕр. Ывăла та пулин ан тĕкĕнĕр!» «Атаман, мĕн тăвăпăр?» - ыйтаççĕ путсĕрсем. «Тĕп тăвăр!» - хушать лешĕ. Унăн «салтакĕсем» хушăва çийĕнчех пурнăçлаççĕ - ачана персе пăрахаççĕ.
Тискерри пайтах пулнă. Ача çуратмалли хĕрарăм хырăмне касни таранах. Анатолий Петрович тепĕр ÿкерчĕкре сăнланнă арçын çине кăтартать: «Унта вăл - чăн-чăн паттăр. Унăн çемйине хурахсем тапăннă. Хăйне пуртăпа çапса тăнран янă, арăмне мăшкăлланă. Çак узбек вара тăна кĕрсен хăйне, мăшăрне тапăннă икĕ кăркăса пуртăпа касса пăрахнă, хурахсен машинипе тарма пултарнă».
Çав командировкăпа çыхăннă альбомра сăн ÿкерчĕксемпе пĕрлехаçатсенчен касса илнĕ статья-заметка та пайтах. Акă «Учительская газета» корреспонденчĕ ун чух çапла çырнă: «Узгена инкек пулнă хыççăн 5 кун иртсен кайрăмăр. Урамĕ-урамĕпе çунса кайнă, çынсен сăнĕсем тĕксĕм, унта та кунта çынсем вилнĕ тăванĕсемшĕн хурланса макăрни илтĕнет. Мĕн пулнă кунта çав ытлари кун/
Экстремистсем хулана икĕ колоннăпа вирхĕнсе кĕнĕ. Тискерлĕх, иртĕхÿ пуçланнă. Çар чаçĕсенчен пĕрин подполковникĕ Н.Дмухе çапла каласа пачĕ: «Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче 23 сехетре пире Узгена кĕме хушрĕç. Пирĕн БМПсен колонни кунта виçĕ сехетрен çитрĕ. Хăрушă ÿкерчĕк тухса тăчĕ: урамсем çунаççĕ, пур çĕрте те вилесем выртаççĕ. Пĕлмен хулара çĕрле мерăсем йышăнма йывăр, анчах эпир хамăртан килнине пĕтĕмпех турăмăр - çак тискерлĕхе чартăмăр. Хула çывăхĕнче экстремистсен тата тепĕр хумне - пĕчĕк отрядсене пайланнă, хĕç-пăшалланнă 8-10 пин çынна - пÿлтĕмĕр, хулана кĕртмерĕмĕр. Тепĕр подразделени хула халăхне пушарсене сÿнтерме пулăшрĕ, Узгена хурахсенчен тасатрĕ. Тискеррĕн вĕлернĕ хĕрарăмсемпе ватăсен ÿчĕсем - çак ÿкерчĕк нихăçан та манăçмĕ. Пĕр çуртра вара чутах сасăпах макăрса яраттăм: унта икĕ ачана çакса хунăччĕ...»
Сăмахне тăснă май корреспондент Кăркăсстан влаçĕсем Узгенра вилнисен шучĕ пысăк мар тесе пĕлтернинчен тĕлĕнет: «Манăн медицина ĕçченĕсен, çар çыннисен, инкек тÿснисен иккĕленÿсĕр кăтартăвĕсем пур: çакăнта кăна пине яхăн çын вилнĕ. Нумайăшĕн шăпи халĕ те паллă мар».
Инкек урок пулмарĕ
Следстви уçăмлатнă тăрăх, вырăнти милици, КГБ ертÿçисем республика пуçлăхĕсене Ош тăрăхĕнче лару-тăру çивĕчленсе пыни пирки чылай маларах асăрхаттарма пуçланă, анчах вĕсем хыпăнса ÿкмен, пакунлисене «паникерсем» тесе айăплама та именмен. Çийĕнчен авă икĕ халăха хирĕçтермелли йышăнусем кăларнă. Тĕлкĕшекен кăвар çине краççын сапнă пек.
Лару-тăру каярахпа та лăпланман. Утă уйăхĕнче те пин-пин çын Узген еннелле хускалнă. Çавăн чух А.Иванов хăй БТР çине ларса çав юхăма хирĕç кайни те манăçман. Ку эшкер хулана çитрĕ тĕк, пĕлсех тăр, каллех юн тăкăнĕ - чармаллах! Кĕпер урлă каçса пăлхавлă халăха хирĕç тухнă. Паллах, шикленнĕ пуль, анчах хыçра çар подразделенийĕсем пурри /вĕсем те çитнĕ - юхан шыв леш енче позицисем йышăннă/ шанчăк кÿнĕ. Калаçу 4-5 сехет пынă - халăха каялла кайма ÿкĕте кĕртнĕ-кĕртнех. Анатолий Петрович та пĕр ушкăнпа пайăррăн тĕл пулнă: кăркăс тата чăваш сăмахĕсене /икĕ чĕлхере пĕр пеклĕх пур-мĕн/ хутăштарса çынсене Узгена кайни пăтăрмах кÿме пултарассине ĕнентернĕ.
Хулара вара офицерсене халăх паттăрсене кĕтсе илнĕ пек йышăннă - усал хирĕç тăрăва сирсе янă-çке. Пĕтĕмĕшле илсен те ун чухне халăх çар çыннисене, салтаксене тарават пулнă. А.Иванов вырăнти çынсем вĕсемпе хирĕçнĕ пĕр тĕслĕхе те ас тумасть. Пачах тепĕр майлă: узбексем салтаксем патне çÿренĕ, пĕрле футболла вылянă, аксакалсем те вăйăсене курма пынă. Ош облаçĕнчи лару-тăру йĕркеленнĕ хыççăн вырăнти халăх çар çыннисене мĕнлерех ăсатса яни паян та куç умĕнче: тав туса, чечексемпе... Çав çул çÿрев кăмăллă ĕç-пуçпа çыхăнман пулин те прокурор çумĕ ăна ырăпа çеç аса илет. Пĕрле пулнă следовательсемпе паян та çыхăну тытать, Вĕсенчен пĕринпе, ун чух СССР Генпрокурорĕ çумĕнчи уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен следователь пулнă Валерий Костаревпа, ман умрах телефонпа çыхăнчĕ - лешĕ шăнкăравшăн савăннине пытармарĕ. Валерий Евграфович халĕ те Мускаврах, следствирех - РФ Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн управленине ертсе пырать.
Анатолий Петрович кайран та командировкăсенче пайтах пулнă. Шел те, ахаль халăхпа çар çыннисен хушшинчи çавнашкал тараватлăха текех курма тивмен. Калăпăр, Чечняри 95-96-мĕш çулсенчи «пĕрремĕш вăрçă». Ун чухне те ентешĕмĕрĕн Çурçĕр Кавказра тăватă уйăх пурăнма тивнĕ. Фергана айлăмĕнчи 90-мĕш çулхи командировкăпа танлаштарсан - çĕрпе пĕлĕт пек: выçă, тарăхсайăлăхса çитнĕ салтаксем, вĕсем çине кураймасăр пăхакан çынсем... Тепĕр тесен ку - пачах урăх истори... Халь тин çĕршывĕ те пачах урăх ĕнтĕ. Пĕр саманта Анатолий Петрович пусăм тусах палăртать: Ош тăрăхĕнчи пăтăрмахра кам айăпли, кам айăпсăрри куç кĕрет паллă пулнă, кун пек чух, паллах, следствие ĕçлеме те çăмăл. Çавăнпа унта пурнăçланă ĕçпе, хурахсене тытса чарас тĕллевпе йĕркеленĕ ăнăçлă операцисемпе халĕ те кăмăллă. Çурçĕр Кавказри ĕç-пуç вара çавнашкал кăмăллăх кÿмен.
Кăркăсстан тенĕрен, унта командировкăра пулнă май паллă та хисеплĕ кăркăс, «чун-чĕрипе интеллигент» Чингиз Айтматов халăхпа тĕл пулса хĕрÿллĕн калаçни, вăл вирлĕн каланă сăмахсем чуна кĕрсе юлнă. Писатель кăркăссене ÿпкеленĕ: «Мĕн хăтланатăр/! Узбексем - пирĕн аслă пиччесем! Пире вулама, çырма кам вĕрентнĕ/ Эсир вара вĕсем çине алă çĕклеме хăйрăр!» Шел те, кăркăссем тĕнче тĕлĕнсе-хапăлласа йышăннă «Плаха», «Буранный полустанок» романсен авторĕн чунтан тухакан çак сăмахĕсене çывăха илмен. Писатель пирки «сутăнчăк» тени те, хăшĕсем ăна вĕлерме тĕв туни те вăрттăнлăх мар. Çавăнпах пуль, тем пулас пур тесе, Ч.Айтматова посол туса Европăри пĕр çĕршыва ăсатнă - вăл унта чылай çул ĕçлесе пурăнчĕ.
90-мĕш çулхи инкек кăркăссемшĕн урок пулмарĕ. Тепĕр тесен куншăн халăх мар, влаçсем айăпли куç кĕрет. А.Иванов шухăшĕ те çакнашкалах: нацисен хутшăнăвĕсем - ытла та черчен ăнлав. Хăшĕсем вара /Президент пуканĕ çинчен хăваласа янă çынпа ун таврашĕ/ çак черченлĕхпе хăйсен интересĕсене тÿрре кăлармашкăн усă курма ăнтăлаççĕ: пĕчĕк çеç хĕлхем - тем пысăкăш пушар... Паянхи ĕç-пуç, Анатолий Петрович шучĕпе, 20 çул каяллахи пекех...