Вут-çулăма сарăлма памаççĕ
Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, виçĕм кун тĕлне пирĕн республика территорийĕнче 129 çĕрте вăрман çуннă. Унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ - 1453 гектар ытла.
Улатăр районĕнчи пысăк пушара сÿнтернĕ. Вăл 1300 гектар çинчи вăрмана шар кăтартнă. Çĕнĕ Алтышево, Кученяево тата Новиковка поселокĕсен умĕнчи хăрушлăх сирĕлнĕ. МЧС тытăмĕнчи пушар подразделенийĕсем халĕ Сăр тăрăхĕнчи заповедникри, Атрать поселок çывăхĕнчи тата Кире вăрман хуçалăхĕнчи вут-çулăмпа кĕрешеççĕ. Вĕсен паттăрлăхне пула пушар питех алхасман. Çÿлтен тата аялтан çунакан вăрман талăкра 70 гектар пĕтнĕ. Вут-çулăма сÿнтернĕ. Çапах та вырăнта 22 ятарлă техникăпа 100 çын талăкĕпех хуралта тăраççĕ.
Йăлăмра лару-тăру çав-çавах çивĕч. «Хĕрлĕ автан» хăйĕн вăйне татах кăтартнă - 50 гектар çинчи вăрман талккишпех çуннă. Специалистсем палăртнă тăрăх, çулăм пĕр вырăнтан теприне хăвăрт куçать. МЧС сотрудникĕсемпе пушар подразделенийĕсем ăна сăнасах тăраççĕ, çийĕнчех сÿнтерме тăрăшаççĕ. Чрезвычайлă лару-тăру министерствин авиацийĕ хăйĕн тÿпине хывать: транспорт вертолечĕсем сывлăшран 105-шер хут, Хусанпа Мускавран çитнĕ Ил-76 икĕ самолет 6-шар хут çунакан вырăнсем çине шыв тăкнă. Çакă вут-çулăма малалла сарăлма паман.
Çурла уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче Çурçĕр лесничествăн 27-мĕш кварталĕнчи çĕр айĕнче йăсăрланнă торф хыпса илнĕ хыççăн çулăм каллех йывăçсем çине куçнă. Çавна май Йăлăмри вăрман тата 280 гектар çинче пĕтнĕ. Криуш тĕлĕнчи 60 тата 61-мĕш кварталсенче пушар тухас хăрушлăх пысăк.
Ми-26 вертолет урăх çĕрти пушара сÿнтерме хутшăннă май ĕнер ун вырăнне Таганрогран БЕ-200 ЧС самолет-амфиби çитнĕ, тÿрех ĕçе тытăннă. Чăваш Ен Правительстви ыйтнипе Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Службин управленийĕ СМ-92 корректировщик самолет уйăрнă. МЧС сотрудникĕсем халĕ сывлăшран çĕнĕ пушар вырăнĕсене палăртма пултараççĕ.
Йăлăмри пушара сÿнтерме ĕнер 99 ятарлă техника, 743 çын хутшăннă.