Сурăхсемшĕн - суд сакки çине
Шупашкар районĕн сучĕ çак кунсенче Апаш ялĕнче пурăнакан икĕ çамрăк тĕлĕшпе приговор палăртнă. Вĕсем выльăх вăрланă. Сăмах май, кĕçĕнни преступлени тунă чух 18 çул та тултарайман.
Виçĕ теçетке çул пурăнать пулин те асли ĕçлеме юратсах кайман пулас. Укçа тумалли ансат мел тупнă - вăрă ĕçĕ. Куншăн пĕрре кăна мар суд тенкелĕ çине ларнă. Шел те, кăмăлсăр çак опыт ăна ăса кĕртмен. Ку çеç те мар, вăл çул çитмен çамрăка та вăрра явăçтарнă.
Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче туссем пĕр хуçалăхранах икĕ хут выльăх вăрланă. Сурăхсене кафене кайса панă. Оперативниксем маттур - вĕсем преступление çийĕнчех уçса панă, вăрăсене иккĕшне те тытса чарнă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсем выльăха йÿнĕпех ярăнтарнă - хăйсен мар вĕт. Пĕтĕмпе те 2 пин тенкĕ ытларах çеç илнĕ. Вĕсене кафе патне леçнĕ таксиста çав укçан çуррине яхăнах пама тивнĕ. Ыттине вара хăйсем пĕлнĕ пек тăкакласа пĕтернĕ.
Айăпланакан Петр Дубовой вăрланăшăн çеç мар, çул çитмен çамрăка преступлени тума явăçтарнăшăн та явап тытĕ. Ăна 4 çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварнă. Суд, паллах, вăл унччен те преступленисем тунине шута илнĕ, çавăнпа çирĕп яваплăх палăртнă. Унăн кĕçĕн тусĕн вара тÿрĕ çул çине тăма май пур-ха. Суд ăна ĕçлесе юсанма çулталăк панă. Каччă çакăнпа усă курасса шанас килет.