Чăваш Ен пуласлă халăх ырлăхĕшĕн
2010 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчен Чăваш Республикин - çĕнĕ Президент
Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕ вĕçленчĕ, анчах депутатсем те, хăнасем те - Правительство çурчĕн ларусен Пысăк залĕнчех. Кашнийĕн пичĕ-куçĕ нихçанхинчен те йăлтăрарах çиçнĕн-çутатнăн туйăнать. Йыхрав хучĕпе чĕннисем уйрăмах йышлă: Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсем, Раççей субъекчĕсен представителĕсем, Чăваш Енĕн паллă çыннисем... Çак çынсене пĕрле пуçтарăнма пысăк сăлтав пулчĕ: Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Президент должноçне кĕнĕ май савăнăçлă церемони иртрĕ. 2010 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчен Чăваш Республикин - çĕнĕ Президент. Çак самант историре мĕнлерех сăнланса юлчĕ-ха? Церемоние ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский ертсе пычĕ. Унта çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров хутшăнчĕç.
Михаил Игнатьевшăн чи пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри, ахăртнех, тăван халăхпа Конституци шанăçне тивĕçлĕ пуласси пирки тупа туни пулчĕ. Ахальтен-и мăнаçлăхпа танах хумханни те палăрчĕç çак сăмахсенче: «Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене пурнăçланă чухне Раççей Федерацийĕн Конституцине тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплеме тата пурнăçа кĕртсе пыма, Чăваш Республикин Президенчĕн пысăк тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама, халăхшăн шанчăклă ĕçлеме тупа тăватăп».
Çак сăмахсене Михаил Игнатьев Президент алă пусса çирĕплетрĕ. Михаил Михайловский Чăваш Енĕн çĕнĕ ертÿçи çине ЧР Президенчĕн тивĕç паллине çакса ячĕ. Акă Раççей Патшалăх гимнĕ, унтан Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ янăраççĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне пурнăçлама пуçлани пирки Указа алă пуснă хыççăн Михаил Игнатьев сăмах илчĕ. Хăйĕн тĕллевĕсене, ĕçĕсене палăртнă унта. «Тăван республикăн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене парăнтарас тĕлĕшпе пирĕн çĕнĕ шухăшсем кирлĕ. Умра - малашлăх проекчĕ, ĕçĕн инноваци хатĕрĕсем. Вĕсене пурнăçа кĕртни тăван Чăваш Енĕн конкурент тивĕçĕсене тата çÿллĕрех шая çĕклеме пулăшĕ. Саманапа тан пымалла, экономикăн пушă, ирĕклĕ путăкĕсене алла илмелле, çĕнĕ производствăсемпе предприятисем уçмалла, инновацин малта пыракан технологийĕсене ĕçлеттерсе ямалла. Эпир сирĕнпе çапла тăвăпăр та», - терĕ Михаил Васильевич. Çĕнĕ Президент тепĕр Указа алă пусрĕ. Вăл Николай Федорова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăлани çинчен пулчĕ.
Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота Михаил Игнатьев ячĕпе янă салам телеграммисене вуласа пачĕ. Вĕсем çĕр-шыв ертÿçисенчен - Дмитрий Медведев Президентпа Раççей Правительствин Председателĕнчен Владимир Путинран. Беларуç Президенчĕ Александр Лукашенко та, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин председателĕ Борис Грызлов та саламлаççĕ ăна. Григорий Рапота республика ертÿçине хăйĕн ячĕпе саламланă май çак шухăша палăртрĕ: «Чăваш Ене Николай Федоров ертсе пынă çулсенче кунта питĕ нумай улшăну пулчĕ, республика пур енĕпе те малалла ăнтăлчĕ. Анчах та пурнăçа кĕртмелли те сахал мар. Эпĕ çĕнĕ Президента умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп». Çакăн хыççăн Григорий Алексеевич Михаил Игнатьева Чăваш Ен Президенчĕн РФ Президенчĕ Д.А.Медведев алă пусса çирĕплетнĕ удостоверенине пачĕ.
Акă Николай Васильевич хăй те трибуна умне тухрĕ. Аса илтерер: çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче республикăн пĕрремĕш Президенчĕн Николай Федоровăн полномочи вăхăчĕ тухать. 16 çул ытла Чăваш Ен «тилхепине» тытса пынă вăл. Çак тапхăр пирки темиçе минутра каласа, унтан та ытларах - çырса кăтартма май çук. Николай Васильевич 1994 çула аса илчĕ: «Заводсенче вăй хуракан, анчах ĕç укçи илеймен пин-пин çын кĕтсе илчĕ мана. Республика тĕп хулин варринче - çÿп-çап купи. Халĕ çав вырăнта чиркĕве илсе каякан çул выртать, фонтансем «ташлаççĕ», Европа шайлĕ юхан шыв порчĕн комплексĕ... Чăваш Ен халăхне тивĕçлĕ пуласси - пысăкран та пысăк тивĕç тата яваплăх. Пысăк мисси, йывăр хĕрес ку. Çăмăл мар пулсан та ăна çĕклесе пымаллах. Эпĕ Михаил Васильевича паянхи тата малашлăхри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма вăй, сывлăх, ăнăçу сунатăп».
Николай Васильевич çак кунсенче çĕр-шыв Президенчĕпе Дмитрий Медведевпа тĕл пулнине пĕлтерчĕ. Дмитрий Анатольевич Чăваш Ен сĕнĕвне шута илнĕ, шăрăх çанталăка тата вăрман пушарĕсене пула сиксе тухнă лару-тăрăва йĕркелесе яма республикăна 1,5 млрд тенкĕ уйăрса пама йышăннă.
Ун хыççăн Николай Федоровăн кăкăрĕ тата тепĕр наградăпа - Чăваш Республикин Президенчĕн асăну паллипе - пуянланчĕ.
Николай Васильевич сăмах каланă чухне вăхăтвăхăт чарăнса тăчĕ, пыра капланса килнине шыв сыпкăмĕпе лăплантарчĕ. Çăмăл мар пулĕ çав вăйне, чунне, пурнăçне, пĕтĕм хăйне панă ĕçпе сыв пуллашма. Тăван халăхне унăн тÿсĕмлĕхĕшĕн тав турĕ. Чăваш Енĕн пуласлăхĕ тăван çĕре, халăха юратнин вăйĕнче пулнине аса илтерчĕ.
Савăнăçлă церемони хыççăн Григорий Рапота, Михаил Игнатьев тата Николай Федоров журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Григорий Алексеевич федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен ертÿçисен йышĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах çĕнелнине пĕлтерчĕ. «Хăйсене кăтартма тивĕçлĕ кадрсем килеççĕ. Çак çынсем, тĕпрен илсен, çав тăрăхра ÿссе çитĕннисемех», - терĕ полномочиллĕ представитель.
Михаил Игнатьева массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем пирки вăл мĕн шухăшланине каласа пама ыйтрĕç. Президент çапла хуравларĕ: «Эпĕ юлашки вăхăтра сирĕнпе кулленех çыхăну тытрăм темелле. Районсене пĕрле тухса çÿрерĕмĕр, çитменлĕхсемшĕн пĕрле пăшăрхантăмăр, çитĕнÿсемшĕн хĕпĕртерĕмĕр. МИХсен пĕлтерĕшĕ паянхи Чăваш Ен сăн-сăпатне уçса парас енĕпе питĕ пысăк». Николай Федорова вара хăйĕн Президент должноçĕнчи пĕрремĕш кун мĕнле иртни пирки аса илме ыйтрĕç. Николай Васильевич ăшшăн кулса илчĕ те: «Тÿрех калаймастăп», - терĕ.
Инаугураци хыççăн Г.Рапота, М.Игнатьев тата федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Р.Тихонов РФ президенчĕн Д.Медведевăн ЧР общество йышăнăвĕн пулĕмне уçма хутшăнчĕç.