«Нацисен кросĕ» чĕнет
Çитес вырсарни кун Чăваш Енре (çĕр-шыври ытти 67 регионти пекех) «Нацисен кросĕ-2010» чупу кунĕ иртет. Малтан палăртнă тăрăх унта 25 пин ытла çын хутшăнмалла.
Ытти çулти пекех республикăри кашни хула-район центрĕнчех сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем старта тухĕç. Сăмах май, старт пур çĕрте те пĕр вăхăтра _ вун икĕ сехетре пулĕ. Тĕп чупу яланхиллех Шупашкар заливĕнче иртĕ. Унăн тĕп судйи _ Олимпиада Иванова. Вăл хăй те хĕллехи пулас Олимпиадăна (Сочире) халалланă VIP-чупăва (2014 метр) хутшăнĕ.
"Хыпар"