Соцпакет-и е укçа-и?
Иккĕшĕнчен пĕрне суйлани çинчен Пенси фондне пĕлтермелли вăхăт кĕскелсех пырать. Енчен те çăмăллăхçă хăйĕн малтанхи шухăшне улăштарасшăн тăк унăн кун пирки заявлени çырмалла. Тĕслĕхрен, халĕ вăл укçа илсе тăрать, 2011 çулта вара тÿлевсĕр эмел илес тĕллевлĕ. Халĕчченхи пекех хăварасшăн пулсан, паллах, çырмалла мар.
Чăваш Республикинче федераци çăмăллăхçисем - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисем тата унăн инваличĕсем, çар ĕç ветеранĕсем, салтаксен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофине лексе нуша курнисем - 112,5 пин çын. Вĕсенчен 29,7 пинĕшĕ социаллă пулăшу пуххипе е унăн пĕр пайĕпе усă курать.
Çулталăк пуçланнăранпа соцпакета пĕтĕмпех е пĕр пайне хирĕçлесси çинчен 4,5 пин заявлени йышăннă. Тĕпрен илсен вĕсене уйăхри укçа тÿлевне кăçал тивĕçнĕ çăмăллăхçăсем панă. 222 çын вара патшалăх пулăшăвĕн çак мелĕпе çĕнĕрен усă курас кăмăллă пулни пирки пĕлтернĕ.
Соцпакетăн хакĕ хальхи вăхăтра уйăхра 705,1 тенкĕпе танлашать. Çав шутра медицина пайĕ /врач рецепчĕпе тÿлевсĕр эмел, унăн сĕнĕвĕпе санатори путевки илни/ - 627, транспорт пайĕ /хула çывăхĕнчи пуйăспа тÿлевсĕр çÿресси, сиплев вырăнне кайса килесси/ - 78,1 тенкĕ.
Канăç паман ыйтусене РФ Пенси фончĕн уйрăмĕн «васкавлă лини» телефонĕпе /58-59-45/ уçăмлатма пулать.