Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Пуçарулăх вăй хушса пырать

Ишлей райповĕ Потребительсен кооперацийĕн 90 çулхи юбилейне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илет.

Кăçалхи сакăр уйăхра тавар çаврăнăш планне 109,7 процент тултарнă. Райпо вунă ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Унăн хуçалăхĕ те пĕчĕк мар: 50 лавккара, общество апатланăвĕн 7 точкинче /çав шутра - 3 кафе, 2 закусочнăй, 2 буфет/, çăкăр комбинатĕнче, кондитер, пылак шыв, пулă, çĕвĕ цехĕсенче, медицинăпа ветеринари аптекисенче, парикмахерскинче, прокат пунктĕнче, автобазăра ик çĕр ытла çын ĕçлет.

- Пирĕн райпо ĕçĕ-хĕлĕ пирки тиркесе калаçнине илтмен, малашне те халăх шанăçне тÿрре кăларса пырасчĕ. Çакна хамăрăн пĕрремĕш тивĕç тесе шутлатпăр, - тет Ишлей райпо правленийĕн председателĕ Н.А.Уворотова. - Потребкооперацин пархатарлă миссийĕ - ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатма пулăшакан меслетсемпе анлă усă курасси. Эпир ку ыйтупа нумай ĕçлетпĕр. Кăçал акă çĕр-шывра апат-çимĕç хакĕсене çав тери ÿстерсе ячĕç. Ял çыннисене ахаль те пурăнма йывăр, хуçалăхсем саланчĕç, ĕç çук, укçи-тенки çитсе пымасть. Çакна шута илсе райпо лавккисенче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне хуларинчен, уйрăм çынсенчен йÿнĕрехпе сутатпăр. Тĕслĕхрен, хура тул кĕрпин хакĕ те ытти тăрăхринчен пĕчĕкрех. Çавăнпа пирĕн лавккасене кÿршĕ районсенче пурăнакансем те килеççĕ.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче лавкка çук ялсенчи çынсене кирлĕ таварпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Шупашкар районĕнче Ишлей райповĕн территорийĕнче 89 ял, çурринче ытла лавккасăр пурăнаççĕ. Çавăнпа халăха çăмăллăх кÿме йышăннă - кашни эрнерех пысăкрах лавккасенчен тавар тиенĕ машинăсем çула тухаççĕ, ятарлă графикпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ яла çитеççĕ. Малтанхи вăхăтра сутуçăсене апат-çимĕç илсе пыма ытларах ыйтнă пулсан халĕ пысăк япаласем, уйрăмах стройматериал, саккас паракан та чылай. Киле тÿлевсĕрех çитерсе параççĕ те - питĕ меллĕ, çул çÿресе, транспорт тытса тăккаланмалла та мар. Ял халăхне ку меслет питĕ килĕшет, райпо ертÿçисене, сутуçăсене тав туса калаçнине час-часах илтме пулать. Автолавккасен ĕçне тивĕçлĕ йĕркелес тĕлĕшпе Ишлей станцийĕнчи, Кăрмăшри, Вăрманкас Тăрăнри, Çĕньялти, Курак Чурачăкри лавккасен коллективĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Хăйсен ĕçне чун хавалĕпе туса пыракансене вăл ятранах каласа тухрĕ. Вăрăмту лавккин заведующийĕ Эльвира Волкова - райпо тытăмĕнче 1977 çултанпа. Вăл вун-вун çамрăка ĕçе хăнăхтарнă. «Пирĕн лавкка кунĕпех уçă. Вăрăмту пĕчĕк ял пулсан та халăх йышлă килсе çÿрет, - терĕ Эльвира Алексеевна вĕсен ĕçĕпе паллашма пырсан. - Иртнĕ уйăхра 450 пин тенкĕлĕх тавар сутрăмăр. Çулла строительство материалĕ ыйтакан нумай, заявкăсем тăрăх илсе килетпĕр». Калаçăва Вăрăмтура пурăнакан Андрей Максимов хутшăнчĕ. «Килте пысăк стройка пырать, çурт тăватпăр, - пĕлтерчĕ вăл. - Тăтăшах лавккана килетĕп: тем те кирлĕ - цемент та, пăта-шуруп та... Сутуçăсем питĕ тарават, мĕн ыйтнине тÿрех тупса параççĕ. Лавккана юсанă хыççăн кĕме те кăмăллă, тавар ассортименчĕ чылай пуянланчĕ».

Ишлейри 2-мĕш гастроном /заведующийĕ Елена Лоцманова/, Хыркассинчи лавкка /заведующийĕ - Елена Барабаш/, Чăрăшкассинчи лавкка /заведующийĕ Инна Серебрякова/ мĕн пур кăтартупа малта пыраççĕ. Чăрăшкасси пысăк, центр шутланать, кунта шкул, ача сачĕ, тĕрлĕ кантур вырнаçнă. Çавна май лавкка самантлăха та пушă тăмасть. Ăна евроюсав мелĕпе хăтлăх кĕртсе тавара ирĕклĕн суйламалли йĕрке çине куçарнă хыççăн тавар çаврăнăшĕ чылай ÿснĕ. /Сăмах май райпон - çакăн пек 4 лавкка/. «Халăха ку йĕрке питĕ килĕшет. Çăкăр патне кăна кĕрсен те карçинккана тавар ытларах хураççĕ, - тет И.А.Серебрякова заведующи. - Оборудовани çĕнĕ: сивĕтмĕш-шăнтмăшсем те, меллĕ витринăсем те, пылак шыв-сăрана сивĕтмелли шкапсем те, тĕрлĕ пулăшушăн тÿлев йышăнакан терминал та пур. Кăçал кондиционер вырнаçтарчĕç те, халăх çулла шăрăхран тарса лавккана ытларах çÿреме пуçларĕ». «Искра» хуçалăхăн бухгалтерийĕнче ĕçлекен Нина Ивановнăпа Ирина Кетмелева та ассортимент, сутуçăсен ĕçĕ тивĕçтернине палăртрĕç.

Ассортимент пирки калас тăк - райпо лавккисенче Чăвашпотребсоюз предприятийĕсен продукцийĕ 70 процентран кая мар. Çак шайлашăва çирĕп пăхăнаççĕ. Кунпа халăх та кăмăллă, мĕншĕн тесен вĕсен таварĕ паха. Ишлейсем нумай çул ĕнтĕ Элĕкри пахча çимĕç комбиначĕпе, Етĕрнери аш-какай комбиначĕпе, Комсомольскинчи «Кооператорпа», Шупашкарти элеваторпа тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Хăйсен продукцине те хапăлласах туянаççĕ. «Колос» тулли мар яваплă пĕрлĕх кăларакан çăкăр-булкăна, пылак шывсене, премĕк-сухарине, кондитер çимĕçĕсене уйрăм çынсен лавккисенче те хăвăрт туянса пĕтереççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене çĕнĕ йышши оборудованипе хатĕрленĕрен пахалăхĕ пурне те тивĕçтерет.

Райпо кивелсе хăтлăхне çухатнă лавккасенчен хăтăлса çитнĕпе пĕрех. Çĕнетсе улăштарнă лавккасен шучĕ çулсерен хушăнса пырать. Хурамакассинче, Янăшра юсав калкал пырать. Мăн Мамăшра кĕç-вĕç ĕçе тытăнаççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан - Ишлей райповĕн лавккисем, предприятийĕсем паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе туллин ĕçлеççĕ, халăхшăн тăрăшаççĕ.



"Хыпар"
28 сентября 2010
00:00
Поделиться