Хурахсем явап тытĕç
Шупашкар районĕнче тĕп хулара пурăнакан Николай Илларионов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе хатĕрленĕ айăплава çирĕплетсе суда ярса панă. 1966 çулта çуралнă арçынна УК 162 статйипе айăплаççĕ.
Н.Илларионов маларах та судпа айăпланнă - 4 хут: хĕрарăма мăшкăлланăшăн, хĕненĕшĕн, вăрланăшăн. Ăс кĕмен. Кăçалхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче çĕрле вăл Арманкасси ялĕнче ГАЗ-322132 автомашина салонĕнче водителе тапăннă, ăна çĕçĕпе темиçе хут чикнĕ. Çапах водитель тарма мехел çитернĕ. Илларионов вара автомашинăна хускатнă та вырăнтан пăрахса кайнă. Çапла майпа 150 пин тенкĕ тăракан транспорт хатĕрне, машина хуçин тата водителĕн япалисене вăрласа кайнă.
Автомобиле хурах Шупашкарти пĕр вăрман тăрăхĕнче пытарнă. Анчах Шупашкар районĕн шалти ĕçсен пайĕн ĕченĕсем часах йĕр çине ÿкнĕ. Илларионова хăйне те, вăрланă пурлăха та тупнă. Пĕтĕмпех мар, çапах айăпĕн пĕр пайне Николай йышăнать. Вăл амантнă водителе операци тунă, унăн пурнăçĕшĕн хăрушлăх çук. Çапах Илларионов пур пĕр çирĕп явап тытĕ. Çÿлерех асăннă статьяпа 15 çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.