Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Выльăх апачĕ - Чăваш Ен тулашĕнчен

Шупашкар районĕнчи «Атăл» кооперативра çĕр улми пухса кĕртме васкаман. «Иртнĕ уйăхра çĕр нÿрĕк илчĕ. Тен, çитĕнĕ», - тенĕ, тухăçлă çулсенчи пекех пуласса шаннă. 40 гектар йышăнакан лаптăка авăнăн иккĕмĕш çурринче кăна агрегат кĕртнĕ. Эпир унта çитрĕмĕр çеç - тавралăха хĕвел ăшăтма тытăнчĕ, çĕр улми пуçтаракансен кăмăлне çĕклерĕ.

- Мĕнле шухăшлатăр, «иккĕмĕш çăкăр» кăштах та пулин шултраланчĕ-ши? - ыйтрăмăр ЯХПК председателĕнчен Владимир Еремеевран.

- Çитĕннĕ пек туйăнать, - пулчĕ хурав.

Рабочисемпе, шкул ачисемпе, студентсемпе калаçатпăр: вĕтĕ-и, шултра-и? Кăçалхи çулшăн лайăх теççĕ ветерансем. Чăх çăмарти пек хурăмли ытларах. Тен, çумăр çунăранпа кăштах ÿснĕ. Çакă та йăпатать хресчене. Предприятие Эмилия Изванова, Маргарита Отлашкина, Тамара Кайкова пенсионерсем, Людмила Сергеева, Ольга Иванова, Анатолий Матвеев, Вăрман Çĕктерпе Салапайкасси шкулĕсенче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекенсем пулăшаççĕ. Тракторпа Геннадий Смирновпа Борис Русаков кăлараççĕ. Хĕл каçарма путвала Александр Егоров водитель турттарать.

- Ырантан комбайн та кăларса пухĕ, - пĕлтерчĕ ертÿçĕ - Вара ĕç лайăхрах кайĕ. Уйра вăй хуракансене пурне те пухса кĕртнĕ «иккĕмĕш çăкăрăн» 10 процентне уйăратпăр. Çавăнпа ĕçе вĕçлеме тăрăшаççĕ. Сутмалăх çук, вăрлăхлăх хуратпăр.

«Атăл» выльăх шутне çулсерен ÿстерет, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен лаптăкне пысăклатать. В.Н.Еремеева председателе суйланă çул 70 ĕне кăначчĕ, халĕ - 120. Сысна кĕтĕвне те пысăклатрĕ: 250 пуçа çитерчĕ. Çуллен сысна çури 500 ытла сутаççĕ. Çынсем кăмăллă, кооператившăн та лайăх. Кашни ĕнерен талăкра 10 кг сĕт сăваççĕ. Начар мар кăтарту.

- Сирĕн выльăх пайтах, - терĕм председателе. - Хĕлле апат çитменрен аптрамăр-и/

- Утă - 250, силос - 1000, фураж 230 тонна хатĕрлерĕмĕр. Кашни условнăй выльăх пуçне 20 центнер апат единици тивет. Пĕлтĕрхи улăм, ĕне айне сармалли, 50 тонна. Çак уйăхра силос, утă-улăм вĕтетекен, ăна фуражпа тутлăлантаракан агрегат туянатпăр - апат пахалăхĕ ÿсмелле. Выльăх шутне чакармастпăр: ĕне йышне 200 пуçа çитеретпĕр.

«Атăлăн» тăмлă çĕрĕсене удобрени хывмасăр пысăк тухăç илеймĕн. Типĕ çулсенче пушшех. Культурăсен пысăк лаптăкĕ пĕтнĕ, типĕре çитĕнни начар пулнă. Нумай çул ÿсекен курăк шанăç кÿмен. Председатель пăшăрханма тытăннă.

- Эпир иртнĕ çулсенче ĕнесене улăм çитермен, - аса илет вăл. - Утă тупасси пирки шухăшлама пуçларăм. Хам Кадыков ячĕллĕ хуçалăхра ĕçленĕ çулсенче Çавал тăрăхĕнче утă хатĕрленине аса илтĕм.

Владимир Еремеев тепĕр кунне моторлă кимĕпе унта çитнĕ, пилĕк таран ешерекен улăхсене пăхса çаврăннă. Шыракан тупать теççĕ. Çăра çарана /60 гектар ытла/ 4 енчен юпа лартса хăварнă: картнă вырăна хуçалăх механизаторĕсем çитиччен çич ют çулма ан хăйтăр текеленĕ. Часах кунта çаранлăха курăк çулакан агрегатсем çитнĕ. Вĕсене Алексей Виноградовпа Борис Русаков трактористсем ĕçлеттернĕ: çулнă, тюкланă, турттарнă.

Ĕçе Сĕнтĕрвăрри районĕнче вĕçлесен председатель Мари Элри Звенигово районĕнчи Сидельниково таврашĕнче те пĕрремĕш класа çÿрекен ача çÿллĕш улăх тупнă. 60 гектар ытла. Хуçи курăнман. Савăннипе ташша яманни кăна. Атăл урлă баржăпа курăк çулакан машинăсене каçарнă. Эрне хушшинче çулса пĕтернĕ. Хусанти предприятирен çыртарса илнĕ баржăпа кăшăлланă утта Çĕнĕ Шупашкара, Муркаш районĕнчи Шомике çитернĕ. Вĕсенчен кооператива турттарнă. Çапла, курăкшăн пĕр пус тÿлемесĕр 200 тонна утă хатĕрлеме пултарнă. Автотранспортпа баржăшăн çеç тăкакланнă. Нумай çул ÿсекен курăк утти 50 тонна пур.



"Хыпар"
14 октября 2010
00:00
Поделиться
;