Çурт следствипе суд хистенипе çĕкленнĕ
Предприяти директорĕ суд тенкелĕ çине ларни кашни кунах пулмасть. Шупашкар районĕнче - ларнă. «СУ-96» производствăпа строительство фирми» ООО директорĕ Сергей Федоськин суд приговорне итленĕ.
Историйĕ - сухаллăскер, пая кĕрсе хваттер туянас тĕллевлĕ çынсем пурăнмалли кĕтес кĕтсе илейменнипе çыхăннăскер. Чăн та, уголовлă ĕç пуçарнă, ĕçе судра пăхса тухнă хыççăн çурт строительстви хăвăртланнă. Приговора пĕлтернĕ кун тĕлне ăна тăрă айне кĕртнĕ, çынсем харпăрлăх правине регистрацилеме пуçланă.
СУ-96 директорĕ тата учредителĕ пулнă май 2004 çулхи ака уйăхĕнчен тытăнса пĕлтĕрхи юпа уйăхĕччен С.Федоськин Кÿкеç поселокĕнче нумай хваттерлĕ çурт çĕклемешкĕн çĕр лаптăкĕ илнĕ, «Стройзаказчик» ОООпа строительство ĕçĕсене пурнăçлама килĕшÿ тунă, пулас хваттерсен хуçисем пая кĕрсе çурт-йĕр строительствине хутшăнасси çинчен калакан килĕшÿсем çуралнă. Следствипе суд çирĕплетнĕ тăрăх суд хваттер туянма пая кĕнисенчен пухнă пĕтĕм укçана пурăнмалли 75 хваттерлĕ çурт строительствине хывман. 2005 çулхи юпа уйăхĕнче вăл процентсăр кивçен килĕшĕвĕпе хăй ертсе пыракан фирмăран Перекет банкĕн 2016 çулхи кăрлач уйăхĕччен тÿлесе татмалли 700 пин тенкĕлĕх вексельне илнĕ. Çав векселе укçана çавăрнă хыççăн ăна хăйне кирлĕ пек тăкакласа пĕтернĕ. Следстви тата суд пынă вăхăтра ку укçана каялла тавăрса панă.
Унсăр пуçне суд çакна та çирĕплетнĕ: нумай хваттерлĕ çурт строительстви валли çынсенчен пухнă укçан пысăк пайне, 5 млн тенке, вăл 2006 çулхи çулла республикăн Пĕрлештернĕ банкне куçарнă. Çапла майпа банкран 2003-2004 çулсенче Кÿкеç поселокĕнчех тепĕр çурт тума илнĕ кредита саплаштарнă.
С.Федоськин килĕшÿсенче палăртнă обязательствăсене вăхăтра пурнăçламан, çурта туса пĕтермен, çавна май строительствăна пая кĕрсе хутшăннă çынсен прависене саккунлă интересĕсене пăснă. Çынсен хуйхине ăнланма пулать. Вĕсем хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ хваттер туянмашкăн унчченхи çурт-йĕрне сутнă, банксенчен кредит илнĕ, килĕшÿре палăртнă вăхăтра çурта туса пĕтерейменнине кура çынсем патĕнче пÿлĕмсем тара илсе пурăнма тивнĕ.
Суд С.Федоськин организацин саккунлă интересĕсем çине алă сулнине, хăйне валли пайта тума тăрăшнине, çынсен интересĕсене пысăк сиен кÿнине палăртнă, вăл Уголовлă кодексăн 201 статйин 2-мĕш пайĕнче пăхнă преступленишĕн айăплине çирĕплетнĕ. Анчах патшалăх айăплавçи ăна пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма ыйтнă пулин те суд С.Федоськина условнăй майпа 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă.