Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Михаил ИГНАТЬЕВ: «Эпĕ урăх командăна куçрăм, çапах та спортпа малтанхи пекех туслă»

Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен IX Физкультурăпа спорт спартакиадин юлашки тапхăрĕ юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче иртнĕ, спорт енĕпе чи вăйлă командăсене палăртнă.

«Пурнăçра сахал хускану тăвакан чиновниксене спорт хăйсене килĕшÿллĕ тытма пулăшать. Паян республикăра сывă, ăс-хакăлпа ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен вăйлă пулма ăнтăлакансем валли мĕн пур услови туса панă», - тенĕ Михаил Игнатьев командăсене саламласа, спорт уявне хутшăнакансене лайăх кăмăл-туйăм, çĕнĕ çĕнтерÿсем сунса.

Волейбол енĕпе финал турнирне Президент Администрацийĕн тата Ял хуçалăх министерствин командисем тухнă. Михаил Игнатьев, маларах министерство командинче вылянăскер, халĕ ăна хирĕç ăмăртнă. Вăйă шучĕ - 2:0, ЧР Президенчĕн Администрацийĕ çĕнтернĕ.

«Республикăна ертсе пыма пуçланă май Михаил Игнатьев Ял хуçалăх министерствин волейболисчĕсен командине, нумай çул малта пынăскерне, вăйсăрлатрĕ, çапах та пирĕн суйласа пухнă командăна вăйлатрĕ», - палăртнă ЧР Президенчĕн Администрацийĕн командин капитанĕ Николай Савельев.

«Эпĕ урăх командăна куçрăм, çапах та спортпа малтанхи пекех туслă. Çак ăмăртусенче выляса янисем çук. Яланхи çĕнтерÿсем вăй-хала хавшатаççĕ, çĕнтерейменни çынсене вăй кÿрет, мĕншĕн тесен вĕсем йăнăшсене тишкерме, тÿрлетме пуçлаççĕ, тата та лайăхрах пулса тăраççĕ. Шансах тăратăп: Ял хуçалăх министерстви малашне пĕрре çеç мар çĕнтерĕ-ха, чи кирли - спорта юратни», - тенĕ республика пуçлăхĕ. Унтан мини-гольф лапамне çул тытнă, темиçе парти вылянă.

Чиновниксем çавăн пекех шывра ишес, вĕрен туртас енĕпе, дартс вăййинче, эстафетăра ăмăртнă. Спартакиадăн финалти тапхăрне министерствăсемпе ведомствăсен 16 команди, ĕç тăвакан влаçăн федераци органĕсен вырăнти тытăмĕсен - 15, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 26 команди хутшăннă.



"Хыпар"
26 октября 2010
00:00
Поделиться
;