Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Микулай машинăна куç хывнă...

Шупашкар районĕн сучĕ 1966 çулта çуралнă, Шупашкарта пурăнакан Николай Илларионов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă - ăна 8 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Хальхи приговор çумне Çĕрпÿ районĕн сучĕ кăçалхи çурла уйăхĕнче палăртнă айăплав вăхăчĕ те хушăннă.

Преступлени çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Арманкасси ялĕнче пулнă. Николай «Газель» автомобиле ярса илес тĕллевпе машина салонĕнче унăн водительне К.Николаева тапăннă. Арçынна тĕрлĕ çĕртен çĕçĕпе темиçе хут чикнĕ - сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ. Аманнă пулин те вăл тарса хăтăлма пултарнă, Илларионов вара руль умне вырнаçнă та машинăна хускатса кайнă.



"Хыпар"
27 октября 2010
00:00
Поделиться
;