Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Сăмаха тытни курăнать

Шупашкар районĕнчи Ишек-Янăш тăрăхĕнчи çынсен хăйне евĕрлĕ çирĕп кăмăлĕ-талайĕ пур - вĕсем ĕçчен, ăслă та йĕркене пăхăнакан халăх. Çав халăх Михаил Игнатьева бригадира, председателе, директора суйласа, район пуçлăхĕнче ĕçлеттерсе ÿстерчĕ. Ялпа хулан тарлă ĕçне ачаран пĕлсе, пусăм хыççăн пусăмпа çитĕннĕ Президентăмăр хуçалăх лару-тăрăвне те, халăх сийĕсен шухăшкăмăлне те витĕр чухлать тесе шухăшлатăп. Сăмаха виçеллĕ татса калама тата каланă сăмаха çирĕп тытма пĕлекен ертÿçĕ пулни тÿрех курăнать. Çавăнпа пирĕн шухăшсене те вырăна хурассăн туйăнать. Темиçе сĕнÿ каласа пăхам-ха. Республикăра чăваш хутлăхĕн ялĕ-хулинче чăнласа тăрăшакан вырăнти тата районти Халăх хуралĕсене, вĕсемпе пĕрле вара Элтепер /Президент/ çумĕнче Ваттисен Канашне е Халăх Палатине чĕртсе тăратма вăхăт. Ку тытăм /хутлăхсен элчисемпе пĕрле/ пайтаçăсен, утарçăсен, сунарçăсен, çыравçăсен, ÿнерçĕсен, тавра пĕлÿçĕсен, тухтăрсен, вĕрентекенсен, çамрăксен пултарупа культура тата халăх пĕрлешĕвĕсене /наци конгресĕ таранах/ пĕр витĕме кĕртме пултарать. М.В.Игнатьев элтеперĕн «йывăрлăхран тухмалли çула халăхпа шырани пĕлтерĕшлĕ» тенине асра тытса, çапла майпа хура халăхăн пуç вучахне /«мозговой штаб»/ чĕртме пулать тесе шухăшлатăп.

Чăваш çĕршывĕн Пĕрремĕш президенчĕ ăспурлăх ани çинче Чиркÿ çулне тата Амăшĕн палăкне тунипе палăрса юлчĕ. Иккĕмĕш президент хăй хыççăн мĕн хăварассине инаугураци чухне тÿрех картса хучĕ: «обществăри Пĕрлĕх, Тăнăçлăх, Туслăх тата Ăнланулăх пĕлтерĕшсене ялан асра тытса эпир хамăр халăхăн культурăпа истори тата ăс-хакăл еткерлĕхне хаклăпăр, унăн ĕмĕрсен хушши çирĕпленнĕ йăли-йĕркине тирпейлĕ упрăпăр». Ку сăмахсем - анлă ĕçсен программи. Ăна пурнăçлас тесен курăмлă та пĕлтерĕшлĕ утăмсем кирлĕ. Пĕрремĕш утăма теçетке çул чĕлхе çинчи Чăваш Керменне лартнинчен пуçлама сĕнетĕп. Вăл Кермен республика халăхĕн тата пĕтĕм нацин ĕмĕрсемлĕх элемне /символне/ тухĕ, халăх ĕмĕтне, чысне çĕклентерсе тăрĕ, «Чебоксарская область» тăвас текенсене панă хурав пулĕ. Тулай чăвашĕсем Кермен лартнă çĕре хутшăнма хатĕррине пĕлетĕп, çавăнпа «укçа-тенкĕ çук» çине йăвантарасран Кермене халăх стройки тесе пĕлтерме ыйтатăп.

Наци пĕрлешĕвĕн центрĕсем Ĕпхÿн, Хусанăн, Йошкар-Олан пур, Саранск çине тăрса йĕркелет. Эпир каллех ура сырса юлатпăр-и-ха/

Чăваш халăхĕ ĕçсĕр пурăнман, пурăнаймасть те. Вăй питти арсемпе хĕрсене тĕнче тăрăх виçесĕр нумай - чăваш статистики шутласа та кăларайми - тарçăлăха ярса пĕтертĕмĕр. Хальхи ертÿлĕхе ку инкеке сирсе яма пĕрре те çăмăл мар. Çапах та республикăри халăхăн шелсĕр капитализм тăлланă аллине салтма, ĕç вырăнĕсем йĕркелемелли çĕнĕ çул уçма тивет. Унсăрăн республика кивçенле нишлĕхрен нихăçан та тухаймĕ. Аякка каякансене мĕскĕн тарçă шучĕпе мар, патшалăх килĕшĕвĕпе е хÿтлĕхĕпе çÿрекен ĕç вăйĕ туса хума май çук-им вара/



"Хыпар"
03 ноября 2010
00:00
Поделиться
;