Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

«Кăвакарчăнсем» икĕ еннелле пăхаççĕ

«Вăхăт тĕлĕнтермĕшсем тăвать», - теççĕ акăлчансем. Анчах иртсе кайнă вăхăта тавăраймăн, ăна туянма ылтăн та çитес çук. Сăмахăм Мускава е ытти хулана кайса ĕçлекенсем мăшăрĕпе, ачисемпе пулас вăхăта çухатни пирки. Шел те, укçа ĕçлесе илес текенсен йышĕнче арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те пур. Вĕсем ачисене пăрахсах тухса каяççĕ. Укçа вĕсемшĕн çемйинчен те хаклăрах-ши?

«Тĕпренчĕксем» епле ÿссе пынине, аталаннине, «çунатланнине» сăнама мĕн тери аван. Кун епле иртни пирки сăмах пуçарни, çывăрас умĕн ыталаса чуп туни, ирсерен ырă ир сунни, çывăх çын çумра пулнине туйса йăл кулса вăранни - йăлт асра юлмалли самантсем. Ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕр килте нумай та пурăнмаççĕ. 17-18 çула çитиччен кăна кашни кун çумра вĕсем. Çавăнпа кашни çулĕ, кашни кунĕ ылтăнран та хаклă.

Мускава ĕçлеме ытларах çамрăксем, вăй питти çынсем çÿреççĕ. «Пĕр-пĕрне чылай вăхăт курманни туйăма çивĕчлетет», - теççĕ хăшĕсем. Кунпа та килĕшес килмест. Пĕр хут, икĕ хут çапларах пулĕ. Анчах каярах хăнăхтарать, йăлăхтарать. Темиçе кунлăха килсе каякан упăшкана е арăма хваттере вăхăтлăха янă çын пек туйма пуçлатăн. Чылай хушă курмасан калаçу та сыпăнман пек туйăнать. Пĕр-пĕринчен сивĕнетĕн мар-и? Ачасем те ютшăнма пуçлаççĕ. Çемье йĕрки-курки, саккунĕ пăсăлса пырать, арçынпа хĕрарăм хушшинче килĕшÿпе çураçулăх çĕтет. Пĕр йăвари «кăвакарчăнсем» мар ĕнтĕ вĕсем. Иккĕшĕ икĕ еннелле тинкереççĕ.

Инçетре вăй хуракан мăшăрĕсене улталакансем те пур. Кун пеккине ялта уйрăмах пытараймăн. Çапла арканаççĕ те ĕнтĕ çамрăк çемьесем. Колхоз-кооперативсем саланнă ялсенче лару-тăру уйрăмах йывăр.

Арçынсем пурте Мускавра. Тепĕр чухне суха пуçне те хĕрарăмсемех тытаççĕ. Этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ инçетрен килсен нухратлă пулнине паллă тăватех. Хăйсем сисмесĕрех арçынсем эрех патне туртăнма пуçлаççĕ.

Мускава çÿрекен хĕрарăмсем вара ют арçынсен серепине лекеççĕ. Уншăнах ачисене, упăшкине пăрахаççĕ.

Колхоз арканиччен фермăра дояркăра тăрмашнă Елюк аппа та шкулта вĕренекен 3 ывăлĕпе упăшкине пăрахса тĕп хулари иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕпе Мускава кайрĕ. Малтанах пĕр пуян патĕнче тирпейлÿçĕре ĕçлет терĕç. Каярах ватă арçынна пăхни «Кăвакарчăнсем» икĕ еннелле пăхаççĕ пирки каларĕç. Унтан Чăваш Енрен ĕçлеме пынă арçынсем валли апат пĕçерсе пурăнни пирки сас-хура çитрĕ. Пĕр хĕвеллĕ кун ялта çĕнĕ хыпар сарăлчĕ - Елюк тăван килне пĕччен мар, таджикпа килнĕ-мĕн. Чи çывăх çыннисем патне мĕнле куçпа пырса кĕнĕ-ши вăл? Пĕрремĕш каçхине вĕсен килĕнчи тĕл пулу мĕнле иртнине никам та пĕлмерĕ, нимĕнле шăв-шав та илтĕнмерĕ. Кĕмсĕркĕмсĕрĕ тепĕр каçхине пуçланчĕ: таджикпа чăваш арĕ хытă тÿпелешрĕç. Çапăçнă хыççăн Елюкпа ют арçын пĕчĕк пÿртре, упăшкипе ывăлĕсем пысăк çуртра пурăнма пуçларĕç... Юрать, Елюкпа еркĕнĕ чылайччен тытăнса тăмарĕç. Вĕсем тухса кайсан та кутăнла çак пулăма çынсем чылайччен сÿтсе яврĕç...

Çапла вăл ют çĕр: пурнăç урапине тĕрĕс çултан пăрса йăнăшшипе чуптарать. Чунчĕрене амантать, чире ярать.



"Хыпар"
17 ноября 2010
00:00
Поделиться