Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Табак туртнине сивлеççĕ

Чăваш Ен сенаторĕ, республикăри табак туртнине хирĕç кĕрешекен коалици канашĕн председателĕ Николай Федоров пуçарнипе Мускавра «çавра сĕтел» иртнĕ, унта Раççей Правительствин кăçалхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе 2010-2015 çулсенче табак туртнине хирĕç патшалăх тытса пыракан политикăна пурнăçламалли Концепцие ĕçе кĕртес ыйтусене сÿтсе явнă.

Табак туртнине хирĕç кĕрешес енĕпе Чăваш Енре пухнă опытпа пухăннисем интересленсех паллашнă. 2010 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Николай Федоров Президент «Чăваш Республикинче табак туртнине профилактикăламалли хушма мерăсем çинчен» указа алă пуснă. Унăн тĕллевĕ - туртманнисене пирусăн сиенлĕ тĕтĕм-сĕрĕмĕнчен хÿтĕлесси тата табак мăкăрлантаракансен йышне ÿсме чăрмантарасси. Вĕсене ятарлă программăсем йышăнса пурнăçа кĕртме тытăннă. «Чăваш Ен - табаксăр» общество проектне хутшăнакансем йышлансах пыраççĕ, сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешекен çамрăксен юхăмĕ анлă сарăлнă. Волонтерсем тăрăшнипе республикăна табак тĕтĕмĕнчен ирĕклĕ вырăн тăвас тата туртнине хирĕç йышăннă саккунсене çирĕп пурнăçлама ыйтас тĕллевлĕ 130 пин çынна алă пустарнă.

Тĕл пулу пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх меморандум алă пуснă. Унта палăртнă сĕнÿсене Федераци Канашĕн членĕсем - Социаллă политика тата сывлăх сыхлавĕн, Вĕренÿ тата ăслăлăх, Çамрăксен ĕçĕсен тата туризм, Физкультурăпа спорт тата Олимп юхăмĕн аталанăвĕн, Информаци политикин комитечĕсен председателĕсем Валентина Петренко, Хусейн Чеченов, Владимир Жидких, Вячеслав Фетисов, Людмила Нарусова, Экономика политикин, предпринимательлĕх тата харпăрлăх комитечĕн председателĕн çумĕ Леонид Лебедев, Патшалăх Думин депутачĕсем Ольга Борзова, Николай Герасименко, Константин Косачев, Николай Бударин, Павел Семенов, Валентин Шурчанов, Анатолий Аксаков, общество организацийĕсен представителĕсем Дмитрий Янин, Дарья Халтурина, Ольга Кнорре, Джошуа Абрамс, Наталья Торопова тата ыттисем ырланă.

Наци сывлăхĕшĕн тăрăшса табак туртнипе кĕрешнин пĕлтерĕшне ăнланакансем пурте Меморандума хутшăнма пултараççĕ.



"Хыпар"
17 ноября 2010
00:00
Поделиться
;