Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Администраци пуçлăхĕсем паллă

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисен тата район депутачĕсен иртнĕ суйлавĕнче халăх шанăçне тивĕçнисенчен муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсене - хула-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕсене çирĕплетнĕ хыççăн район-хула администрацийĕн пуçлăхĕсене контрактпа ĕçе йышăнĕç. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне палăртас тĕлĕшпе ĕçленĕ конкурс комиссийĕ виçĕ кандидатран Николай Емельянов кандидатурине ырланă, хула депутачĕсем Николай Ивановича çак должноçа тепĕр хут çирĕплетнĕ. Шупашкар хулинчи Калинин район администрацине малашне те Олег Борисович Бирюков, Ленин районне Александр Иванович Зайцев, Мускав районне Андрей Николаевич Петров, Йăлăмри территори управленине Лариса Ивановна Титова ертсе пырĕç.

Ытти район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсен вырăнне контрактпа çаксем йышăннă: Канаш районĕнче - Владислав Васильевич Софронов, Канаш хулинче - Родион Алексеевич Мясников, Шăмăршăра - Валерий Петрович Фадеев, Етĕрне районĕнче Сергей Николаевич Бандурин, Етĕрне хулинче - Сергей Валерианович Бажайкин, Елчĕкре - Николай Петрович Миллин, Çĕрпÿре - Юрий Михайлович Николаев, Комсомольскинче - Геннадий Федорович Волков, Йĕпреçре - Анатолий Иванович Петров, Куславккара - Иван Григорьевич Майоров, Муркашра - Юрий Александрович Иванов, Çĕмĕрлере - Владимир Алексеевич Мурашкин, Патăрьелĕнче - Николай Иванович Глухов, Сĕнтĕрвăрринче - Юрий Федорович Моисеев, Шупашкар районĕнче - Виктор Изосимович Михайлов, Пăрачкав районĕнче - Евгений Владимирович Лебедев. Тăвай районĕнче тепĕр хут конкурс ирттереççĕ.



"Хыпар"
20 ноября 2010
00:00
Поделиться
;