Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Халĕ ялта та хулари пекех

Шупашкар районĕнчи Сарапакасси ял тăрăхĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсен черетĕнче хальхи вăхăтра - çамрăк 10 çемье. Вĕсенчен пĕри кăçал ятарлă программăпа килĕшÿллĕн социаллă тÿлеве тивĕçнĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин каланă тăрăх - вырăнти бюджетра çитес çул валли çак тĕллевпе 250 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. «Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программăпа та кăçал пĕр специалист свидетельство илме хатĕрленет. Эппин, вăл та тăван тăрăхра çурт хăпартнă, ăна шалтан хăтлăх кĕртнĕ хыççăн тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене çĕнĕ пÿрт ĕçкине чĕнĕ.

Юрий Васильевич патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ çемьесенчен хăшĕ-пĕри çеç хваттер туяннине, ытларахăшĕ ялтах çурт лартнине пĕлтерчĕ. Вĕсене ăнланма пулать паллах. Пĕрремĕшĕнчен, Шупашкар инçех мар: кайса-килсе çÿреме меллĕ. Иккĕмĕшĕнчен, халĕ Сарапакасси ял тăрăхĕнче те хуларинчен кая мар пурăнма пулать. Тĕслĕхрен, вырăнти халăх çут çанталăк газĕпе савăнсах усă курать. Кашни ял патнех асфальт çул çитернĕ. Ăна пăхсах-юсасах тăраççĕ, пĕчĕк шăтăкпутăка саплаççĕ. Çывăх вăхăтрах пысăках мар урамсенчи çулсене те хытарасшăн. Çĕнĕ çуртсене çутă кĕртес ĕç йĕркеллех пырать. Электрификаци проекчĕсем тахçанах хатĕр. Подрядчиксем ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхне пĕр ыйту пăшăрхантарать - халăха хăйсем пурăнакан вырăнтах ĕç вырăнĕ çитменни. Çакна пулах нумайăшĕ кашни кунах Шупашкара çÿрет. Чăх-чĕп фабрикинче вăй хуракансене темиçе уйăх шалу тÿлеменни те канăçсăрлантарать ертÿçĕне, çавăнпа унта çамрăксем тытăнса тăрасшăн мар. Укçасăр хальхи вăхăтра кансĕр-çке. Ялсенче выльăх усракансен шучĕ чакатьмĕн. Сĕте хаклăрах хакпа пуçтарма пуçланă-ха, анчах кăçал выльăх апачĕ сахалли шухăшлаттарать.

- Ял хуçалăхне аталантарма тăрăшмалла пирĕн, вара ĕç вырăнĕ те нумайрах пулать, - тет Юрий Васильевич. Вăл хăйĕн патне нумаях пулмасть лавкка уçас шухăшлă виçĕ предприниматель килнине пĕлтерчĕ. Вĕсен сĕнĕвне ырланă. Çĕнĕ лавккасем хута кайсан тепĕр 5-6 çын валли ĕç вырăнĕ пулать-çке.

Сарапакасси ял тăрăхĕнче вăй хуракансем тавралăха тирпей-илем кĕртмеллине манмаççĕ, ку ĕçе халăха та хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Çынсем хирĕçлемеççĕ: çакă хăйсемшĕнех лайăх вĕт. Калăпăр, Шоркка тата Колешша ялĕсенче пурăнакансем икĕ Мăн çăл таврашне хăтлăлатас тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ: кăшăлне улăштарнă, тротуарсем тунă, аллея йĕркеленĕ... Сăваплă çăлсенче шыва кĕмешкĕн çынсем таçтан та килеççĕ, уйрăмах - Кăшарнире. Çывăх вăхăтра вĕсен тавра карта тытасшăн. Хитрелетсе эрешленĕ юпасене илсе килнĕ ĕнтĕ.

Шоркка ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă икĕ çил арманĕ те туристсемшĕн кăсăклă пулнине шута илсе Юрий Ильин вĕсене юсаттарасшăн. Шел, укçа-тенкĕ çитмест. Çавна май Юрий Васильевич армансен тăррисене улăштармашкăн спонсорсем шырать. Çак ĕçе тусан вĕсем тепĕр 100 çул та ларĕç. «Чăваш Ен тăрăх нумай çÿренĕ эпĕ, анчах кун пек çил арманĕсем питех курман. Аваллăха упраса хăвармалла пирĕн, ăна çынсене, уйрăмах çамрăксене, кăтартмалла. Историре тем те пулать. Тен, кам та пулин иртни пирки кинофильм ÿкерес, çил арманĕсене те кăтартас тейĕ?» - ĕмĕт-тĕллевне пытармасть Ю.Ильин. Ырă çыннăмăрсем! Тен, çил арманĕсене юсамашкăн эсир пулăшма пултаратăр? Эппин, çак номерпе шăнкăравлăр: 8-835-40-2-74-24. Эсир тунă пархатарлă утăма чăваш халăхĕ манмĕ. Ырри ырăпах таврăнать-çке.



"Хыпар"
20 ноября 2010
00:00
Поделиться
;