Выльăх тутă хĕл каçĕ, йышĕ те чакмĕ
Шупашкар районĕ юлашки çулсенче ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе ÿсĕмлĕ аталанать, экономика кăтартăвĕсемпе - малтисен ретĕнче. Çакна вăл кăçал çĕнĕ çитĕнÿсемпе çирĕплетрĕ. Республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче ячĕ çине-çинех илтĕнчĕ. «АПК аталанăвĕ» тĕллевлĕ программăна пурнăçлас тĕлĕшпе вăл çурçĕр зонăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çыннисем те хастар. «Ольдеевская» агрофирма ертÿçи Е.А.Беликова «Раççей Федерацийĕн агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕ. «Чурачикское» ООО ертÿçине Е.Ф.Шалеева сĕт тухăçлăхне ÿстернĕшĕн Диплом тата 50 пин тенкĕ пачĕç. «Приволжское» предприяти /ертÿçи - Г.И.Егоров/ ял хуçалăх техникине хĕл каçарма хатĕрлес енĕпе республика смотр-конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Район ÿсĕмĕ пирки калаçма «Хыпар» тĕпелне Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç пай пуçлăхне Владимир МУСТАЕВА чĕнтĕмĕр.
- Владимир Николаевич, çитĕнÿ мĕнрен килчĕ-ши?
- Çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене парăнмасăр, пуç усмасăр малалла тĕллевлĕн талпăннинче, хастарлăх кăтартма пултарнинче. Чи малтанах «Агарикус», «Чурачикское» уçă обществăсене, «Атлашевский», Ленин, Куйбышев ячĕллĕ кооперативсене, «Ольдеевская» агрофирмăна, «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхне палăртмалла. Вĕсен ертÿçисем - А.И.Владимиров, Е.Ф.Шалеев, С.А.Анучин, С.А.Егоров, В.В.Осипов, Е.А.Беликова, Г.И.Егоров - агропромышленноç комплексне тивĕçлĕ тÿпе хывма тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнĕ. Çак хуçалăхсем - район шанчăкĕ, тĕревĕ. Вĕсем уйхир ĕçĕнче те, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерессипе те малта. Эпир ку таранччен нихăçан та 5 пин гектартан ытла кĕрхисем акман. Пĕлтĕр 6500 гектар акрăмăр. Шел, 80 проценчĕ шăнса пĕтрĕ. Çуркунне вăл лаптăка çĕнĕрен кăпкалатса çурхи культурăсем акрăмăр. Анчах вĕсем те шăрăха пула савăнтараймарĕç. 131 млн ытла тенкĕ тăкак тÿсрĕмĕр. Кăçал районĕпе кашни гектартан вăтамран 11,4 центнер тухăç илтĕмĕр. Уйрăм хуçалăхсем - «Атлашевский» ЯХК - 17,4, «Ольдеевская» агрофирмăн 5-мĕш уйрăмĕ - 16,7, «Агарикус» АУО кашни гектартан 15,6 центнер пухса илчĕç.
- Кăçал та хĕл сивĕ килет теççĕ. Шикленнĕрен те, иртнĕ çула лайăх ас тунăран та пулĕ - хăш-пĕр çĕрте кĕрхисене сахалрах акрĕç...
- Пĕлтĕрхи шартламана епле манăн? Эпир те малтанах кĕрхисен лаптăкне пĕчĕклетмелле пулĕ тенĕччĕ. Анчах ырра шанса, çуллен апла пулмĕха тесе шухăша улăштартăмăр. Кам теветкелленеймест, çавă выляса илеймест теççĕ. Эпир кăçал та оптимистсем. Кĕрхи культурăсем яланах шанчăклă тухăç панине шута илсе лаптăка пĕлтĕрхинчен 100 гектар пысăклатрăмăр. «Агарикус» хуçалăх - 859, «Чурачикское» - 758, «Атлашевский» - 673, Ленин ячĕллĕ ЯХПК 516 гектар акрĕç.
Ыраш сивве тÿсĕмлĕрех. «Искра», «Атăл» кооперативсемпе С.Д.Чернухи фермер çакна шута илчĕç пулас. Ыраш тÿпи кĕрхисен лаптăкĕнче пысăк.
- Вăрлăх тата укçа енчен йывăрлăх пулмарĕ-и?
- «Чурачикское» ял хуçалăх предприятийĕ Чулхула облаçĕнчен, ертÿçи вăл енче çитĕннĕ те çыхăнусене татман, 160 тонна паха вăрлăх илсе килчĕ. Куйбышев ячĕллĕ хуçалăха та 60 тонна вăрлăхпа тивĕçтерчĕ.
Кĕрхисем шăнса пĕтнĕшĕн патшалăх 10,1 млн тенкĕ уйăрчĕ. Вăл вăрлăх туянма та, парăмсене татма та çитрĕ. Йăлтах тĕллевлĕ усă куртăмăр.
- Удобрени çителĕклĕ хыврăр-и?
- Шел, нумаях пулмарĕ. 130 тонна анчах. Çуркунне уй-хире йĕркеллех апатлантарнăран пăшăрханма кирлех мар - хальлĕхе мĕн пуррипе çитĕ. Калипе пуянлатас, йÿçек тăпрана извеçлес енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Майсем тупсанах çуркунне валли удобрени хатĕрлесшĕн. Ĕне выльăх нумай тытакан хуçалăхсем органикăпа тухăçлă усă кураççĕ, çĕр тытăмне лайăхлатаççĕ.
- Вăрлăх хатĕрлесси еплерех?
- 2011 çулта акма 1854 тонна кирлĕ. Эпир вара 1880 тонна хатĕрленĕ. Кондицие лараканни - 78:. «Олдеевская» агрофирмăра, Куйбышев ячĕллĕ тата «Атлашевский» кооперативсенче вăрлăх акма юрăхлă.
- Владимир Николаевич, техника паркне çĕнетесси районта мĕнле шайра?
- Ял хуçалăх предприятийĕсем машина-тракторсăр алăсăр пекех. Çавăнпа ăна çулсерен çĕнетме тăрăшатпăр. 2010 çулта районти хуçалăхсем 41 млн та 570 тенкĕлĕх техника туяннă. «Агарикус» АУО ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартать. Юлашки виçĕ çулта çеç 47 млн тенкĕлĕх çĕнĕ техникăллă пулнă.
- Çитĕнÿре выльăх-чĕрлĕх пăхакансен тÿпи те пурах...
- Унсăрăн епле-ха? Аш-какай туса илессипе Ленин ячĕллĕ тата «Приволжское» хуçалăхсене çитекен çук. Çулталăк пуçланнăранпа производство кооперативĕ 281,2 тонна /100 гектар пуçне - 113,5 центнер/, вĕренÿ хуçалăхĕ 280,3 тонна /105,5 центнер/ аш-какай сутнă.
Ултă хуçалăх пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен ытларах сĕт суса илет. Операторсенчен Валентина Яландаева тата Нина Яргунина /иккĕшĕ те «Приволжское» хуçалăхран/ малта. Валентина Васильевна 9 уйăхра кашни ĕнерен 4542 килограмм сĕт суса илнĕ, Нина Васильевна - 4022.
Сысна ĕрчетекен «Сувар 2» ООО выльăх йышне 1,5 хут ÿстернĕ. Паян предприятире 10 пин те 424 пуç сысна.
- Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма апат çителĕклĕ-и?
- Кĕтÿ йышне упраса хăварнă хуçалăхсене патшалăх субсиди уйăрасса ертÿçĕсемпе специалистсем лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа та выльăх йышне епле те пулин чакарас марччĕ тесе тăрăшаççĕ. Тĕллеве пурнăçлама апат ытлă-çитлĕ кирлĕ.
Шупашкар районĕн Атăл леш енче çĕр пур. Паромпа усă курма хаклă пулнăран юлашки 6-7 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем юхан шыв урлă каçсах тăман, утă вырăнтах хатĕрленĕ. Кăçал «Атăл» ЯХПК 650 тюк утă хатĕрлесе илсе каçрĕ, Кадыков ячĕллĕ хуçалăх - 250.
Чылай хуçалăхăн апат сахалрах. «Приволжское», Ленин ячĕллĕ пĕрлешÿсем Ульяновск облаçĕнчи пĕр хуçалăхпа калаçса татăлнă. Ĕне йышĕ пысăк та - кĕтĕве сыхласа хăвармаллах.
Хăшĕсем вара выльăх хисепне ÿстереççĕ. «Атлашевский» ЯХК 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне сăвакан ĕнесене 500 пуçа çитересшĕн.
Канăç паман ыйту сахал мар пулин те ял çыннин шухăш-кăмăлĕ çирĕп. Шупашкар районĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсем малашлăха шанса çутă ĕмĕт тĕллевпе пурăнаççĕ, хĕл каçма шанчăклă хатĕрленеççĕ.