Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

«Будулая» Тольяттире тытнă

1978 çулта çуралнă Петр Марченко кăçалхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкар районĕнчи Ассакасси ялĕ патĕнче пенсионертан кĕсье телефонĕ тата пысăк укçа, 170 пин тенкĕ, туртса илнĕ. Милици арçынна инçетре, Тольятти хулинче, шыраса тупнă, аллисене сăнчăрласа Кÿкеçе илсе килнĕ.

Марченко шалти ĕçсен пайĕнчех, милиционерсен умĕнче, хайхи пенсионера кÿнĕ сиене саплаштарнă. Тивĕçлĕ следстви ĕçĕсене пурнăçланă хыççăн следователь ăна хупса хурас ыйтăва çĕкленĕ. Анчах арçын хăй салук йышăнма ыйтнă май прокуратура представителĕ çак сĕнĕве йышăнассине хирĕçлемен. Айăпланакана, ултă ача ашшĕне, 500 пин тенкĕ тÿлеттерсе ирĕке кăларнă. Кĕçех унăн суд умне тăма тивĕ.



"Хыпар"
02 декабря 2010
00:00
Поделиться
;