Сăмакунĕ юрăхсăр
Шупашкар районĕнчи Мăнал ялĕнче пурăнакан, 1936 çулта çуралнă Николай Моисеев чылай çул пурăнса хăй паха сăмакун юхтарма вĕренсе çитнĕ тесе шухăшланă. Апла мар иккен.
Вăл çак ялтах пурăнакан арçынна 50 тенкĕлле çур литр сăмакун сутнă та - çакланнă! Чăн та, следователе ĕнентерме тăнă-ха: унăн эрехĕ хаяр та паха кăна мар, тутлă тата усăллă та иккен. Çакна ун патĕнче ĕçленĕ платниксем те çирĕплетнĕ, вĕсем пĕри те тепри Микула пичче сăмакунне мухтанă имĕш. Вăлах пĕлтернĕ: унран эрех туяннă çак арçын та сăмакуна халĕччен хурламан, хаяр шĕвеке час-часах шăпах унран илсе тăнă.
Тепĕр тесен милицин участок инспекторĕ Моисеев сăмахне тÿрре кăларман: вырăнти «шерифа» çынсем пĕрре кăна мар çăхав панă-мĕн, сăмакунĕ лавккари эрехрен лайăхрах пулнă тăк ÿпкелешместчĕç пуль. Экспертсен пĕтĕмлетĕвĕ пăнчă лартнă: Моисеевран туяннă шĕвек пахалăха тивĕçтермест, çын пурнăçĕпе сывлăхне сиен кÿме пултарать.
Суд çакна тĕпе хунă та. Вăл патшалăх айăплавçи эрех сутуçине УК 238 статйипе айăплама ыйтнине тивĕçтерсе арçынна 4 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.