Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Шупашкар премьерпа калаçать

Кĕçнерни кун тÿрĕ теле- тата радиоэфира ятарлă «Владимир Путинпа калаçни. Тăсăм» программа тухнă. Çĕр-шыв Правительствин пуçлăхĕпе Шупашкар та çыхăннă.

Çыхăнăва Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнчен йĕркеленĕ. Унăн тĕп врачĕ Николай Николаев пысăк технологиллĕ медучрежденисене пулăшассипе кăсăкланнă. В.Путин пулăшу тулли калăпăшпа упранса юлассине çирĕплетнĕ. Çийĕнчен федерацин операцисем тумалли саккасне те пысăклатасшăн, кайран чирлисен операци хыççăнхи реабилитаци тытăмне çĕнетесшĕн.

Медпулăшу пахалăхĕ пирки Шупашкара Воркутаран сипленме килнĕ Руслан Плашко каласа панă: «Кунта врач йăнăшне пула лекрĕм. Центрта йăнăша тÿрлетрĕç. Ыран киле каятăп. Медпулăшăвăн çакнашкал шайне текех кураймăп. Пысăк технологисен шайĕнче кÿнĕ медпулăшу, хаклă операци уссине çирĕплетмелле, вырăнсенче вара апла тума май çук, мĕншĕн тесен Раççейри сывлăх сыхлавĕн пысăк мар шайĕ çĕнĕ технологисене те чăрмантарать. Çакнашкал центр вара - питĕ лайăх, анчах вăл, шел, Раççейри пĕтĕмĕшле ÿкерчĕ ке улăштараймасть». Ăна хуравланă май Раççей премьер-министрĕ çĕр-шывра сывлăх сыхлавĕн тытăмне анлăн çĕнетме пуçласси çинчен каланă, çавна май регионсемпе муниципалитетсен шайĕнчи медпулăшу пахалăхĕ лайăхланма тивĕç.



"Хыпар"
18 декабря 2010
00:00
Поделиться
;