Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Палăртни пурнăçа кĕрет

Чăваш Республикинчи газ хуçалăхĕ - вăйлă аталаннă производство комплексĕ. Вăл экономикăна, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕçе витĕмлĕ тÿпе хывнине палăртмалла. Çакна Раççей регионĕсене газификацилемелли программăна ăнăçлă хутшăнни те çирĕплетет. «Чăвашрегионгаз» ООО тата «Чăвашсетьгаз» АУО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов тунти кун ирттернĕ пресс-конференцире программăна мĕнле пурнăçа кĕртсе пынипе тата кăçалхи ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕ паллаштарчĕ.

Асăннă программăпа килĕшÿллĕн «Газпром» АУО Чăваш Ене 2005-2010 çулсенче 400 миллион тенкĕ уйăрса панă. Унпа пĕтĕмĕшле 53,3 километр тăршшĕ 5 газопровод тума усă курнă. Çав шутра Куславкка районĕнчи Криуш ялне çити 17 километр газ пăрăхĕсем хурса çитернĕ, ку ĕçе 2005 çулта пурнăçланă. 2006 çулта Аслă Елчĕке 5,9 километр газопроводпа Елчĕкри газ валеçекен станципе çыхăнтарнă. Ку ял çыннисене «кăвак çулăмпа» çителĕклĕ тивĕçтерме, чылай çул пăшăрхантарнă çивĕч ыйтăва татса пама пулăшнă. 2007 çулта Çĕмĕрлери газ валеçекен станцирен «Биопарк» завода çити хунă пысăк пусăмлă газопровод та - пĕлтерĕшлĕ объектсен йышĕнче. 2008 çулта Шупашкарăн «Çĕнĕ хула» микрорайонне çут çанталăк газĕ çитрĕ. Пысăк тата вăтам пусăмлă газопровод тăршшĕ - 12,3 километр.

- Строительство ĕçĕсем графикпа килĕшÿллĕн пулса пыни савăнтарать, - палăртать Кияметдин Садыртдинович.

- Кăçал Шупашкарти газ валеçекен 3-мĕш станцирен /ГРС-3/ газ валеçекен тĕп пункта çити пысăк пусăмлă газопровод хурса ĕçе кĕртрĕмĕр. Вăл промышленноç ыйтăвĕсене кăна мар, халăх ыйтăвĕсене те туллин тивĕçтерме май парать. Паян хулан çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче пурăнмалли çурт нумай тăваççĕ. Çавна май 30 пин ытла тăваткал метр пурăнмалли лаптăка газификацилемелле, 6,8 километр газ пăрăхĕсем хумалла. Çак строительствăна «Газпром» АУО хывакан инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 60 миллион тенкĕпе танлашать. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть: хуласемпе ялсенче çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, çĕнĕ урамсем йĕркеленеççĕ. Çапла вара газификаци программи те малаллах ĕçлет.

К.Мифтахутдинов «Газпром - ачасене» программа витĕмĕпе пирĕн республикăра пулса иртнĕ ырă улшăнусем çинче те чарăнса тăчĕ. «Газпром» АУО уйăрса панă укçа-тенкĕпе /20 миллион ытла/ усă курса нумай функциллĕ 5 спорт лапамĕ тунă. Вĕсем Шупашкарта, Елчĕкре, Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнче, Шупашкар районĕнчи Толик Хураскинче, Канаш районĕнчи Чакаçра вырнаçнă. Çак футбол, волейбол, баскетбол уйĕсем хĕлле пăрлантарса каток йĕркелеме меллĕ.

- Халăха хăтлă, ăшă пултăр тесе «Чăвашрегионгаз» тата «Чăвашсетьгаз» ĕçченĕсем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ, - терĕ К.С.Мифтахутдинов. - Çав вăхăтрах газпа усă куракансен те яваплăх пирки манмалла мар - хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Çĕнĕ çулпа саламласа ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу суннă май уяв кунĕсенче газ приборĕсемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтатăп. Уяв савăнăç кăна кÿтĕр!

Алина ЛУКИЯНОВА.



"Хыпар"
23 декабря 2010
00:00
Поделиться